Архив - 3 Дек, 2013 - Хыпар

Дата

3 Дек, 2013

Çирĕп çемье - патшалăх тĕрекĕ

Этем çут тĕнчене килсенех - амăшĕн, кĕске вăхăтранах çемье ăшшине туйма тытăнать. Çут çанталăк саккунĕпе килĕшÿллĕн тĕнчери чи çывăх çынсем - пĕр çемьере пурăнакансем. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел, ырă-сывă чухне темĕнле йывăрлăха та сирме пулать. Çемье йĕркеллĕ чухне пирĕн патшалăха та çăмăлрах килет.

3 Дек, 2013

Сыхлăх пирки манма юрамасть

Антитеррор комиссийĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе эрне кун иртнĕ ларăвĕнче терроризмран тата тĕн экстремизмĕнчен сыхланмалли профилактика ĕç-хĕлне тишкернĕ, 2013-2018 çулсенче Раççей Федерацийĕнче терроризм идеологийĕпе кĕрешмелли комплекслă план мероприятийĕсене мĕнле пурнăçланине пăхса тухнă.

3 Дек, 2013

Çивĕчлĕх çукки лăпланмалли сăлтав мар

Республика территорийĕнче çын йышлă пулакан вырăнсенче паян 9 пин ытла видеосăнав камери ĕçлет. Вĕсенчен 291-шне полицин дежурнăй чаçĕсемпе çыхăнтарнă. «Гражданин-полици» çыхăну комплексĕсем, «Хăрушлăхсăр хула» тытăм тата ыт. те Техникăпа çыхăннă çак çĕнĕлĕхсем реформăна пула ШĔМ йышне чакарнине пăхмасăр преступленисен шутне пĕчĕклетме май панă.

3 Дек, 2013

Республикăна - РФ оборона министрĕн вымпелĕ

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федераци ведомствисен территори управленийĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар управленийĕн органĕсем ирттернĕ çар учетне пурнăçлассине чи лайăх йĕркелемелли смотр-конкурсра çĕнтернĕшĕн чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикине Раççей оборона министрĕн вымпелне панă. Çакăн çинчен Михаил Игнатьев каласа кăтартнă. Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертÿçисене Раççей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçланăшăн тав тунă.

3 Дек, 2013

Кашнине - тимлĕх

Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем Борис Алексеевич Семенов директор пуçарулăхне пула çулленех кашни сусăра тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ. Кунта кашни çул ыттисемпе тан ĕçлеме пултарайман 170 ытла çын пырать. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен пултараслăхне кура пурин валли те кăмăлне юрăхлă ĕç тупма самаях йывăр.

3 Дек, 2013

Ача амăшĕсене - сертификат, ветерансемпе сусăрсене - хваттер...

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура социаллă ушкăнсене кĕрекен граждансене хваттерпе тивĕçтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă.

3 Дек, 2013

Карас çыхăнăвĕ, уçă кăтартусем...

Карас çыхăнăвĕн пĕр операторĕ патĕнчен теприн патне абонент номерне сыхласа хăварса куçасси, Чăваш Енре "Уçă кăтартусем" портала туса хурасси - шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствинче йĕркеленĕ пресс-конференцире. Мероприятие уçнă май министр çумĕ Алексей Новиков кăçал раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çынсем хăйсен карас телефонĕн номерне сыхласа хăварса оператора улăштарма пултарнине пĕлтерчĕ. Çак çĕнĕлĕхе федерацин "Çыхăну çинчен" саккунне улшăнусем кĕртсе çирĕплетсе хăварнă.

3 Дек, 2013

Шанăç тĕревĕ

Владимир Путин Президент нумаях пулмасть Раççей литература пухăвне хутшăннисемпе /вăл Халăхсен туслăхĕн университетĕнче иртнĕ/ тĕл пулса калаçнă. Унта çĕр-шыври 700 ытла çыравçă, куçаруçă, преподаватель, библиотекарь, театр ĕçченĕ, кĕнеке кăларакан, çавăн пекех вырăс классикĕсен - Толстойăн, Достоевскин, Пастернакăн, Солженицынăн, Лермонтовăн тăхăмĕсем - килсе çитнĕ.

3 Дек, 2013

Тав сăмахĕ - пысăк хисеп

Ухман вăтам шкулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ илсен В.Александров, пĕчĕкрен тимĕр ĕçне юратнăран, Канашри техника профессийĕсен 2-мĕш училищине тимĕрçе вĕренме кĕнĕ.

Страницы