Комментировать

3 Дек, 2013

Тав сăмахĕ - пысăк хисеп

Ухман вăтам шкулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ илсен В.Александров, пĕчĕкрен тимĕр ĕçне юратнăран, Канашри техника профессийĕсен 2-мĕш училищине тимĕрçе вĕренме кĕнĕ.

Пĕр хушă вакунсем юсакан заводра ĕçленĕ. Салтак çулне çывхаракан çамрăка Канашри çар комиссариачĕ ДОСААФăн автошкулне вĕренме янă. Кĕçех салтак атти тăхăннă. Çар службине вăл Хĕвел анăç Украинăра ирттернĕ. Çур çула яхăн çĕр-шывăн тĕрлĕ облаçĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсене тыр-пул, пахча çимĕç пухса кĕртме пулăшнă. Командировка вĕçленсен юсав мастерскойĕнче стройран тухнă танксене «сипленĕ». Çарпа политика вĕренĕвĕнчи çитĕнÿсемшĕн командирсен тавне темиçе хутчен те тивĕçнĕ.

Хĕсметрен таврăнсан В.Александров районти колхоз-совхоза ял хуçалăх техникипе тивĕçтерекен базăра тăрăшнă. Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче техник-механика вĕренсе тухнă. Çамрăк специалиста «Сельхозхими» производство пĕрлешĕвĕнче хăрушсăрлăх техникин инженерĕн ĕçне шанса панă. Тăрăшулăхне, пултарулăхне кура ăна районăн патшалăх технадзорĕн инспекторĕнче ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Ленин ячĕллĕ колхозра тĕп инженер должноçĕ пушансан турта хушшине тăнă.

1979 çулта вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн ялти вăтам шкул директорĕ А.Николаев техникăна лайăх ăнкаракан В.Александрова ачасене машина-трактор ĕçне вĕрентме сĕннĕ. Килĕшнĕ Василий Александрович. Унсăр пуçне вăл черчени, рисовани тата технологи урокĕсене ирттернĕ. Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче вĕренекенсене те тракторпа çÿремешкĕн хăнăхтарма ăна темиçе сехет уйăрса панă.

Шкулăн кустăрмаллă «МТЗ-80» трактор тата «УАЗ-469» машина пур. Шкул пĕтернĕ тĕле ачасем вĕсен тытăмне вĕренсе çитеççĕ, çул-йĕр правилисене мĕнле пăхăнмалли асра çирĕпленсе юлать. Вун саккăр тултарсан тракторист, водитель прависене алла илеççĕ. Техникăна «çăварлăхлакан» хĕрсем те пур. Хăйсене вĕрентнĕ Василий Александровича тĕл пулсан сывлăх суннипе пĕрле тав сăмахĕ те калаççĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ уроксем хыççăн унччен колхозăн шутланнă машинăпа юсав мастерскойĕнче хушма занятисем ирттерет. Вăл вĕрентсе пынипех ачасем тимĕрçĕ ĕçне хăнăхаççĕ. Çакăншăн ашшĕ-амăшĕ еплерех хĕпĕртенине Василий Александрович пĕлсе тăрать, вĕсенчен тав сăмахĕсене илтме ăна çав тери кăмăллă. Апла пулсан вĕрентекенĕн ĕçĕ харама каймасть.

Виталий АЧЧА.

Канаш районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.