Архив - 3 Апр, 2020

3 Апр, 2020

Аттепе аннерен хакли никам та çук

Конституци çĕршывăн Тĕп саккунĕ пулнине кашниех пĕлетпĕр. Анчах та вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç та улшăнать, Тĕп саккуна та çĕнĕлĕхсем кĕртме тивет. Çакăн пирки вулаканăмăрсен кăмăлне пĕлес килет. Мĕн шухăшлаççĕ вĕсем патшалăх, общество йĕркин принципĕсем, кашни гражданинăн ирĕкĕ пирки?

Василиса АРХИПОВА, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн Элĕк районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи:

3 Апр, 2020

Ӗмӗре вăрăмлатма пулăшӗ

РФ Конституцийĕнче медицина сферинчи улшăнусем икĕ самантпа çыхăннă. Раççейре пурăнакан кашни çыннах çӳллĕ шайри пахалăхлă медицина пулăшăвне тӳлевсĕр илме тивĕç. Раççей гражданинĕн, вăл кирек ăçта пурăнсан та /хулара-и е ялта-и/, пахалăхлă медицина пулăшăвне илме ирĕк пур. Влаç органĕсем çынсене тивĕçлĕ сиплевпе тивĕçтерменни çĕршывăн Тĕп Саккунне пăснипе танлашать. Тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕ парасси ыйтусем кăларса тăратмасть, анчах аякри ялсенчи çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси нумай шухăшлаттарать.

Страницы