Архив - 4 Сен, 2019

«Вĕрентÿ» наци проекчĕ 2019-2024 çулсене тăсăлать. Ăна РФ Президенчĕ В.Путин 2018 çулта çирĕплетнĕ. Вĕренÿ тытăмĕнче сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. Çапах та çĕршыв Президенчĕн çитес 5 çулта тума палăртнă тĕллевсем тата та пысăк. Пĕри — кăмăл-сипет пахалăхне тата наци культурин йăли йĕркипе паракан воспитани тытăмне аталантарасси, тепри — Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ пахалăхĕпе тĕнчери малта пыракан вунă çĕршыв йышне кĕресси.

www.hupar.ru