- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 33 (2772) № 04.09.2019
* Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене Елчĕк районĕнче республикăри вăл е ку районтинчен чылай ытларах çитĕнтернĕ пулин те вырмана çак эрнере вĕçлеççĕ. Çапла пĕлтерчĕ ĕнер район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов:
(Комбайнсем - юлашки лаптăксенче. Юрий МИХАЙЛОВ)
* Çанталăк кăçал хресчене тухăçпа савăнтарать. Паллах, пĕр вăхăт çумăр çунăран пăшăрханмалли те тупăнчĕ. Ара, çĕр улми çĕрме пуçлать тесе кулянтăмăр-çке. Халĕ «иккĕмĕш çăкăра» кăларнă май вăл нихçанхинчен те шултра, йышлă пулни кăмăла çĕклет. Тухăçĕ чăннипех аван. «Кăçал çĕр улми ытла нумай, ăçта хумаллине пĕлместĕп, — тет пĕлĕшĕм. — Питĕ йÿнĕпе туянаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пулсан вĕсене çеç çитернĕ пулăттăм. Пĕчĕк хакпа сутас килмест. Ара, ĕçленине кура тупăшне те илес килет». Хальхи вăхăтра çĕр улмине ялсенче тĕрлĕ хакпа пуçтараççĕ: 3 тенкĕрен пуçласа 6-7 тенкĕ /1 кг/ таран. Пĕр тăрăхра вара «1,5 тенкĕлле илетĕп» текен те тупăннă иккен. Тухăç ăнса пулнăран хак чакни хресчене кулянтарать паллах. «Пахча сухаланăшăн — 1 пин, çĕр улми лартнăшăн — 1 пин, ăна кăларнăшăн 1 пин тенкĕ тÿлетпĕр. Çав укçапа çĕр улми туян та хĕлĕпе çисе пурăн. Ĕçлесе те нушаланмăн», — тет хăшĕ-пĕри. Тепри вара паянхи хакпах сутма хатĕр иккен. «Пирĕн пата туянма килекен çук. Уйранах парса янă пулăттăмăр», — тет. Ара, выльăх-чĕрлĕх тытмасан, управ çук пулсан — ăçта хурăн? «Кăçал çĕр улми кăна мар, кишĕр те ăнса пулчĕ. Кирлинчен ытлашшине сутса ярасчĕ — ыйтакан çук. Йÿнĕпе парас килмест. Выльăха çитермелли çеç юлать», — терĕ Муркаш тăрăхĕнче пурăнакан тепĕр пĕлĕш. Хăш-пĕр хуçалăх та çĕр улми кăларма пуçларĕ. Патăрьел районĕнчи «Батыревский» хуçалăх чи малтан ана çине тухрĕ. «Халĕ эпир ир пулакан сортсене кăларатпăр, — терĕ Петр Ялуков ертÿçĕ. — Тухăç аван, гектартан вăтамран 200 центнер ытла. Кая юлса çитĕнекен сортсем гектартан 300 центнертан кая мар пуласса шанатпăр. Паллах, хак чакни пăшăрхантарать. Мĕн тăвăн? Кăçал «иккĕмĕш çăкăр» Раççейĕпех тухăçлă çитĕннине палăртаççĕ. Халĕ ăна хăшĕ-пĕри — 4-5, тепри 6-7 тенкĕпе туянма хатĕр. Анчах эпир сутмастпăр. Пирĕн управ чылай, унта хуратпăр». Халăхран пухакан çĕр улми хакĕ чакни пурне те пăшăрхантарать паллах. Çав вăхăтрах пасарти, лавккари хак чакмасть-çке. Сăмахран, Шупашкарти пасарсенче вăл 15-20 тенкĕ тăрать пулсан, «Магнит», «Пятерочка» лавккасенче — 14,90 тенкĕрен пуçласа 24,99 тенкĕ таранах. Хĕрлĕ çĕр улми хакĕ пысăкрах— 24,99 тенкĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» хăш регионтан илсе килни паллă мар: «отечественный», «красный» тесе палăртнă вĕсене. Çуса тасатнă çĕр улмине «Магнитра» 48 тенкĕпе сутаççĕ. Тĕп хулари пĕр лавккара вара хĕвел
çинче пиçнĕ е туянманран сентре çинче симĕсленнĕ çĕр улми хакне 18 тенкĕпе палăртнă. Ăна ăçтан илсе килнине ыйтмасăр чăтаймарăм сутуçăран. «Волгоградран», — пулчĕ хурав. «Çавăнпа хаклă пулĕ вăл», — тĕпчерĕм каллех. «Пирĕн пурте хаклă», — терĕ чиперкке. Çĕр улми хакĕ лавккара, пасарта чакманни тĕлĕнтерет. Çав вăхăтрах столовăй апачĕ те чакса мар, ÿссех пырать. Тавар нумай пулсан хак чакмалла пек, анчах…
(Тухăç пысăкки те шухăшлаттарать. Валентина ПЕТРОВА)
* И.Я.Яковлев хресченсем çĕнĕлĕхсене йывăрпа йышăннине пĕлнĕ. Çавăнпа ку ĕçре учительсем пысăк пулăшу пама пултарнине ăнланнă. Шкул участокĕсенче тĕрлĕ опыт ирттернĕ, çĕнĕ сортсемпе, удобренисемпе усă курса хăйсен хуçалăхĕсенче тухăçлă культура çитĕнтерессине шаннă. Иван Яковлевич «Учительсем хатĕрлекен шкулта тата семинарисенче ял хуçалăх ыйтăвĕсене вĕрентесси» ятлă брошюра пичетлесе кăларнă. Унта вăл ял хуçалăх ыйтăвĕсене вĕрентме ятарлă учитель пулмаллине палăртнă. Теори материалне практикăра çирĕплетме сĕннĕ. Пулас учительсем ял хуçалăх енĕпе пĕлÿ илнĕ хыççăн хресченсене çĕр ĕçĕпе паллашма, агротехникăн çĕнĕ мелĕсемпе усă курма пултарнине ăнлантарнă.
(Аслашшĕн пилĕпе. Ольга ТЕРЕХОВА)
Комментировать