Архив - 18 Янв, 2018

18 Янв, 2018

Крым кĕперне çĕклеççĕ, сĕтел-пукан ăсталаççĕ… журналистсем

Пурнăçра кашниех хăйĕн вырăнне шырать. Тĕрлĕ специальноç алла илни, пĕр çĕртен тепĕр вырăна «сикни» те çавнах çирĕплетет-тĕр. Пичет ĕçченĕсен уявĕ çывхарнă май журналистсем пирки сăмах хускатасшăн.

18 Янв, 2018

Йăмрасем çине тинкерсе куççуль тăкать

Вăрнар районĕнчи Хура Çырма ялĕнчи Феодосия Левцова çичĕ çул каялла пĕр кунра икĕ ывăлне ĕмĕрлĕхе çухатнă.  <...> Йывăр хуйхă çапса хуçнă хыççăн халĕ тăван килĕнче пĕчченех хурланса пурăнать.

18 Янв, 2018

Данила Плужников — Çĕмĕрлере

Нумаях пулмасть Çĕмĕрле хулинче «Пулăшма вăхăт» ыр кăмăллăх марафонĕпе килĕшÿллĕн концерт иртнĕ. Куракансене «Голос. Дети 3» телепроект çĕнтерÿçи Данила Плужников юрласа савăнтарнă.

Зала сусăр ачасем чылаййăн пуçтарăннă. Вĕсем Данила юрласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Кайран çамрăк юрăç хăйĕн пултарулăхне кăмăллакансемпе калаçнă, сăн ÿкерĕннĕ, автограф панă.

 

18 Янв, 2018

Раççейĕпе паллă çынна капăрлатнă

Çĕршывĕпе хăйне евĕрлĕ сăн-сăпачĕпе палăрнă Пятигорск хулин каччине, Кирилл Терешина, телекăларăмсене тăтăшах йыхравлаççĕ. Ку хутĕнче ăна, бицепсне ятарлă япалапа пысăклатнăскере, Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» шоуна чĕннĕ.

Страницы