- Чăвашла верси
- Русская версия
Йăмрасем çине тинкерсе куççуль тăкать
Вăрнар районĕнчи Хура Çырма ялĕнчи Феодосия Левцова çичĕ çул каялла пĕр кунра икĕ ывăлне ĕмĕрлĕхе çухатнă. <...> Йывăр хуйхă çапса хуçнă хыççăн халĕ тăван килĕнче пĕчченех хурланса пурăнать. Ял вĕçĕнче тĕпленнĕскерĕн кÿршĕре те, урама тухсан та чунне уçса йăпатма пĕр çын çук. Вăрăм хĕл каçĕсенче пушшех те тăлăххăн туять хăйне.
Ĕмĕчĕ пĕр кунра татăлнă
Феодосия Кирилловна вăрçă вăхăтне лайăх астăвать. Тăхăр çулта пулнă ун чухне. Хирте аслисемпе тан вăл та пайтах тар тăкнă. Хырăм выççине крахмалпа лăплантарнă. Икĕ пиччĕшĕпе йăмăкĕнчен имшертерех пулнă вăл. Шуранка сăнлă хĕрача пĕрмай пуçĕ ыратнипе асапланнă. Хĕр пулса çитсен çеç пăртак вăй кĕме тытăннă ăна. Çемьеленсен те телейĕ вăраха пыман, упăшкинчен 39 çултах тăлăха юлнă. Тăватă ачине пĕччен çитĕнтерме çăмăл килмен ăна. Дояркăра, колхозра чылай çул тăрăшнă. Хĕвел ансан çеç килне таврăнаканскер кун каçа пухăннă ĕçе ăçтан пуçăнса епле вĕçлемеллине те пĕлмен: кашти-каштипе япала çуса çакнă, кăмака хутса хуранпа апат пĕçернĕ… Çĕрĕпе чĕптĕм куç хупманскер ир пулсан каллех ĕçе утнă. Тĕпренчĕкĕсем хăйсене ыттисенчен катăк ан туйччăр тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă.
Кĕреш юман пек икĕ ывăлĕ çине пăхса савăннă хĕрарăм, ватлăхра вĕсен хÿттине туйса хăшĕнпе те пулин ялта пĕрле пурăнма ĕмĕтленнĕ. Тольăпа Саша çине тăнипех 14 çул каялла кирпĕчрен тăпăл-тăпăл çĕнĕ пÿрт хăпартнă. «<...> 50 çула та çитейменскерсем сивĕ тăпрапа хупланчĕç», — куççульне чараймасть Феодосия Кирилловна.
Çимĕкре мунча кĕме каламан
Шупашкарти трактор заводĕнче ĕçленĕ Тольăпа Саша пĕрмаях амăшĕ патне яла килсе çÿренĕ. Нихăçан та ахаль ларман, кашнинчех хуралтăра пăта çапмалли-и, мĕн те пулин тумалла-и — ылтăн алăллăскерсем валли ĕçĕ тупăнсах тăнă. Çичĕ çул каялла мунча кăмакине çĕнетнĕ, анчах Çимĕкре яла килсен унта пĕр хутчен çеç çăвăнайнă.
Пиччĕшĕпе шăллĕ вилнисене асăнма масара кайнă та текех яла таврăнман. Пурнăçран епле уйрăлни паянхи кун та уçăмлă мар. Çичĕ çул каялла, çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче, шăматкун Толя тата Саша çемйисемпе тăванĕсен дачине кайнă. Тольăн мăшăрĕ ĕçре пулнă. Канма килнĕскерсем эрех ĕçмен, мунча кĕмен. Сашăн арăмĕ ачисемпе пĕрле киле кайнă, арçынсем темшĕн пĕрле пыман, унтах юлнă. Тепĕр кунне вĕсен виллине дачăри мунчара тупнă. Ÿчĕсем çинче нимĕнле суран та, кăвак та пулман. «<...> Ялти сас-хурана ĕненес пулсан, ывăлсене мунчара тул енчен тĕкелесе хăварнă. Мĕн пулса иртнĕ? Тăшманĕсем пуррине илтмен, арăмĕсемпе те чиперех пурăннăн туйăнатчĕ. Тĕпчеме, ĕçе вĕçне çитерме никам та тăрăшмарĕ, мăнуксене те, кинсене те кирлĕ пулмарĕ ахăртнех. Сĕрĕм тивнипе вилме пултарайман ывăлăмсем», — пуçне сулса калаçрĕ Феодосия Левцова.
<...>
Кинĕсем килсе çÿремеççĕ
Зоя аппа ватлăхра пĕччен юлнăшăн хурланать. Сăмах май, Феодосия тесен ялта пĕлекен çукпа пĕрех ăна. Çак ят хреснамăшне уйрăмах килĕшмен, тĕне кĕртнĕ чухне Зоя тесе çыртарнă вăл. Паспортра — Феодосия, ялта вара ăна пурте Зоя тесе чĕнеççĕ.
«Кинсем килсе çÿремеççĕ. Эпĕ мĕнпе айăпа кĕтĕм-ши вĕсен умĕнче? Хам ачасене лайăх пăхаймарăм, мăнуксене вара ялта чухне куçран вĕçертмерĕм, пĕрмаях тутлă çитерме тăрăшаттăм. <...>. Халь мана пырса куракан та çук. Вăрнарти Юля кашни вырсарникунах килсе çÿрет. <...> Валя — Комсомольскинче, ăна вăхăт тупма йывăртарах», — хурланчĕ кинемей.
<...> Ахаль ларма хăнăхманскер çи витти, пĕчĕк кавир çыхса чунне йăпатать. Чăхсем усрать, кил-çуртне яланах таса та типтерлĕ тытать. Урамри пахчинче юр çăвичченех кĕл чечексем хĕмленеççĕ. Кил умĕнчи çырмари ватă йăмрасем çине тунсăхлăн тинкерет кинемей. Тĕпренчĕкĕсем çакăнта выляса ÿснине куçĕ умне кăларса кашни кунах йĕрет. Текех нихăçан та килеймĕç ывăлĕсем. <...>Тулли верси...
Комментировать