Архив - 8 Сен, 2017

Дата

Тракторист удостоверенийĕ ку транспортпа çÿреме ирĕк парать-и?

Ю.ТАРАСОВ.

Çĕрпÿ районĕ.

 

Чăваш Республикин техника надзорĕн патшалăх инспекцийĕнче пĕлтернĕ тăрăх — мотоблоксене технадзор органĕсенче регистрацилемелле мар. Тракторист-машинистăн /трактористăн/ удостоверенийĕ мотоблокпа çÿреме ирĕк паракан документ шутланмасть.

Иртнĕ кăларăмсенчен пĕринче ватă хусахсем пирки калаçу пуçарнăччĕ. Паян вара качча каяйман хĕрсен шăпи пирки калаçăпăр. Тÿрех калатăп: ку ыйту хусахсенни пекех çивĕч мар. Ĕлĕк вара чиперуксем «ват хĕр» ята илтесрен çав тери хăранă.

Кăçалхи çанталăк чăннипех питĕ хăйне евĕр. Çĕртме, утă уйăхĕсенче çумăр чылай çурĕ. Утă уйăхĕн иккĕмĕш çурринче кăна ăшăтрĕ. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче вара çиçĕм çиçрĕ, аслати авăтрĕ.

Патăрьел çĕрĕ, эпĕ мĕн астăвассах, сулмаклă утăмпа аталанса пынипе палăрса тăрать. 2015 çулхи юпа уйăхĕнче муниципалитет тилхепине Рудольф Селиванова шанчĕç. Çак кунсенче вара район 90 çулхи юбилейне уявларĕ.

Тĕрлĕ çул-йĕрпе утса пăхнă вăл. Халĕ хăйне ял хуçалăхĕнче тупнă. «Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ, уйрăммăн илсен – ĕне, качака усраса сĕт туса илни пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсемпе пахча çимĕç ÿстернинчен тухăçлăрах», — тет вăл. Сăмахăм «Белкофф» тулли мар яваплă обществăн ертÿçи Олег Толстов пирки.