Мотоблока регистрацилемелле-и?
Тракторист удостоверенийĕ ку транспортпа çÿреме ирĕк парать-и?
Ю.ТАРАСОВ.
Çĕрпÿ районĕ.
Чăваш Республикин техника надзорĕн патшалăх инспекцийĕнче пĕлтернĕ тăрăх — мотоблоксене технадзор органĕсенче регистрацилемелле мар. Тракторист-машинистăн /трактористăн/ удостоверенийĕ мотоблокпа çÿреме ирĕк паракан документ шутланмасть.
Патшалăхăн техника надзорĕн органĕсенче шута илмелли машинăсене /тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр строительствин, ытти техникăпа вĕсен прицепĕсене/ Раççей Федерацийĕн Юстици министерствинче 1995 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче регистрациленĕ 785-мĕш правилăн 1.4-мĕш пунктĕнче палăртнă. Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе çÿреме ирĕк паракан правана РФ Правительствин 1999 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнчи «Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе çÿремелли ирĕке тата тракторист-машинист удостоверенине памалли правилăна çирĕплетесси çинчен» йышăнăвĕн 3-мĕш тата 4-мĕш пункчĕсемпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ.
Комментировать