Иртнĕ çул шăпа мана Куславкка районĕнчи Аманик ялне ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Осипов патне илсе çитерчĕ. Ăнсăртран мар. Эпир Николайпа çар тивĕçне пĕрле пурнăçларăмăр.
Иртнĕ кĕркунне, авăн уйăхĕнче, Красноармейски салинче музей шырани асрах-ха. Малтанхи çурчĕн алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ. Ăçта куçнине те пĕлтермен. Иртен-каян çĕнĕ вырăнне кăтартса ячĕ-ха. Анчах эпĕ палăртнă вырăнта та музей тесе çырнине курмарăм. Трак енсен аваллăхĕпе паллашасси пулмарĕ. Кăмăлăм юлчĕ ун чухне.
Республикăри шкулсенче тăван ен культурин урокĕсенче ачасем халăхăн ĕмĕртен упраннă пуянлăхĕпе кăсăклансах паллашатчĕç. Шел, çуралса ÿснĕ çĕршыва, тăван халăха юратма вĕрентекен çак предмет программăра халĕ çук.
Хăйĕн ĕç каçалăкне ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă, шкулта 38 çул вăй хунă педагогпа тĕл пулма инçе çула кĕскетсе Комсомольски тăрăхĕнчи Тукай ялне çитрĕм.