Хĕсмет вăхăтне хумханмасăр аса илме çук
Иртнĕ çул шăпа мана Куславкка районĕнчи Аманик ялне ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Осипов патне илсе çитерчĕ. Ăнсăртран мар. Эпир Николайпа çар тивĕçне пĕрле пурнăçларăмăр.
Хушаматсем пĕрпек пулнăран-ши е эпир командирсене иккĕмĕш сыпăкри пиччесем пулатпăр тенĕрен-ши — пире пĕр-пĕринчен уйăрмарĕç. Йывăрлăха сахал мар тÿссе ирттертĕмĕр. Малтанах çулталăк çурă Польшăри Колобжег хулинче артиллери полкĕнче службăра тăтăмăр. Унтан Германие илсе çитерчĕç. Кунта вара Эльба шывĕ хĕррине вырнаçнă Виттенберг хулинче, 1-мĕш танк армийĕн автомобиль батальонĕнче икĕ çул хĕсметре пултăмăр. Тăван çĕршыва таврăнсан тĕрлĕ сăлтава пула пĕр-пĕринпе нумай çул çыхăну тытаймарăмăр, курса калаçаймарăмăр. Кашни тĕлпулу çĕнĕлĕх парать, куçа уçать. Ку хутĕнче те çапла пулчĕ. Малалла вулас...
Комментировать