Архив - 18 Дек, 2017

«Тăватсăмăр та аслă пĕлÿ илтĕмĕр»

Чăваш халăхĕн чаплă ÿнерçи, графисчĕ Анатолий Миттов 1932 çулхи раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Сиккассинче çуралнă.

Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан хăйне евĕр пултарулăхпа — типтерлĕ ăл ĕçĕпе — палăрса тăнă. Качча каякан хĕрĕн тĕрĕллĕ япалисене пулас мăшăрĕн тăванĕсем тÿнтер енчен пăхса пахалани ахальтен мар: чăннипех çыпăçуллă тĕрĕçĕн пĕр тĕвĕ те куçа курăнмалла пулман.

Тухăç календарĕпе пурăнма пуçланине сиссе те юлаймарăмăр. Е Качакана кĕтсе илетпĕр, е Сыснана… Кăçал вара акă алăкран Йытă шакканине пĕлтерчĕç. Мĕнех, начар чĕр чун мар. Начар кăна мар, хуçине ун пек парăннă чĕр чуна урăх шыраса та тупаймăн. Кăмăл хуçăк чухне юнашар пырса лăпкăн выртать вăл, тунсăха пĕрле пайлать, кăшт хавасланнине сиссенех хÿрине пăлтăртаттарса выляма ыткăнать. Хуçа сĕтелĕ çинчен пĕр-пĕр шăмă татки çаклансан та унран телейлĕреххи урăх никам та çук тейĕн. Апла пулсан, йытăпа пĕр чĕлхе тупса туслашмалли кăна юлать. <...>

Николай Толстовпа Етĕрне районĕнчи Советски салинчи почта уйрăмĕнче паллашма тÿр килчĕ. Вăл, çĕнĕ хыпарсемпе кăсăкланаканскер, почтальон киле пыра са кĕтмест, меллĕ вырнаçса çакăнтах хаçат вулать.