Архив - 4 Сен, 2014

4 Сен, 2014

Вĕренĕвĕн пĕрремĕш çулĕнче ачана мĕнле хăрушлăх кĕтет?

Миопи (куç çывăхрине кăна курни), гастрит, çурăм шăмми кукăрăлни. Малалла вара невроз чирĕ пуçланать, физкультурăпа тăхтавсенче ăнсăртран аманма пулать.

4 Сен, 2014

Чиртен хăтăличчен сывлăха упрама çăмăлрах

Акă çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Класри тусĕсемшĕн тата ырă кăмăллă вĕрентекенсемшĕн тунсăхланă ачасем каллех парта хушшине ларма хăнăхаççĕ. Хăшĕ-пĕриншĕн вара кăçал пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Ĕнер кăна ача садне çул такăрлататчĕç çак шăпăрлансем. Сиссе те юлаймарăмăр, паян вĕсем – шкул ачисем.

4 Сен, 2014

Хăюллă та тавçăруллă Люся

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 34-35-мĕш номерсенче.)

«Пичче, кайăр!»

... Çĕрле такам алăкран вăйлă шаккарĕ. Григорий вырăн çинчен сиксе тăчĕ те минтер айĕнчен пистолетне кăларчĕ.

4 Сен, 2014

«Çул-йĕр правилисем çамрăк çуран çÿрен куçĕпе»

пултарулăх ĕçĕсен республика конкурсĕ

Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен «Çул-йĕр правилисем çамрăк çуран çÿрен куçĕпе» пултарулăх ĕçĕсен республика конкурсĕ пырать. Ăна Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен вулавăшĕн тата Елена Светлая çыравçăн «Чăваш Енĕн çамрăк çул çÿренĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн, «ЛУКОЙЛ» уçă акционер обществин пулăшăвĕпе ирттереççĕ.

Конкурса шкул çулне çитмен тата шкула çÿрекен вун пилĕк çултан кĕçĕнрех ачасем тата аслисем (номинацисемпе килĕшÿллĕн) хутшăнма пултараççĕ.

4 Сен, 2014

"Хыпар", № 172, 2014, сентябрь, 4, четверг.

В республике 9-11 ноября проводится спортивный форум "Россия - спортивная держава". В этой мероприятии примут участие десятки тысяч человек. Корреспондент Роза Власова призывает заранее подготовиться к этому значимому событию. Сделать все возможное, чтобы показать, что Чувашия действительно дружна со спортом.

4 Сен, 2014

"Хыпар", № 172, 2014, авăн, 4, кĕçнерни кун

"Ĕçе те спорт тумĕпех каясчĕ", - тет Роза Власова корреспондент. Çак шухăша вăл республикăра юпан 9-11-мĕшĕсенче иртекен "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумпа çыхăнтарса палăртать. Çак спорт уявне тĕрлĕ регионтан килекен пин-пин хăна хутшăнасси куç кĕрет.

4 Сен, 2014

Анастасия Тарасовăн - "кĕмĕл"

Çурла уйăхĕн 29-31-мĕшĕсенче Китайри Гаосюн хулинче сумо /Японире пуçланса кайнă кĕрешÿ тĕсĕ/ енĕпе Тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Унта 28 çĕр-шыври 240 спортсмен вăй виçнĕ.

4 Сен, 2014

Çĕр улми кăларма пуçланă

Кунсем хăвăрт иртеççĕ. Çĕр улми кăлармалли вăхăт та çитрĕ. Республикăри хуçалăхсенче техника хире тухма хатĕр. Анчах çумăрлă çанталăк ĕçе пуçăнма чăрмантарать.

Вăрнар районĕнчи "Мураты" хуçалăх ăмăр çанталăк самантлăх сирĕлнипе усă курса ĕнер районта пуринчен малтан çĕр улми кăларма тухрĕ. Кунта "иккĕмĕш çăкăра" 100 гектар çинче лартнă. Хуçалăхăн çĕр улми кăларса пухакан виçĕ комбайн пур.

4 Сен, 2014

Ĕçе те спорт тумĕпех каясчĕ

«Нумаях пулмасть мана Китайра пулса курма тÿр килчĕ. Унта кÿлмек хĕрринче йăлт тренажерсем вырнаçтарнă. Ватти-вĕтти кĕшĕлтетет йĕри-тавра, пурте харпăр хăй сывлăхне çирĕплетесшĕн. Шыв хĕрринче çавăн пекех кану вырăнĕсем те пур»,- пĕлтерчĕ çак кунсенче пĕлĕшĕм. Эпир мĕн, Китайсенчен кая-им? Пирĕн те шурă Шупашкарта кÿлмек хĕрринче тренажерсем меллештерме пулать. Сăмах май, хулара халĕ чылай вырăнта пур ĕнтĕ вĕсем. Нумаях пулмасть Пичет çуртне хирĕçле вырнаçнă паркра та лартрĕç. Унта та çын йышлă çÿрет.

4 Сен, 2014

Çул-йĕр çирĕп ыйтать

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ 2004 çулхи авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче террористсем Бесланри 1-мĕш вăтам шкулта пин ытла вĕренекенпе вĕрентекене заложника илнĕ чухне унта вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăма сĕннипе уçăлчĕ. Манăн шухăшăмпа - ку пуç тайăм çул-йĕр çинчи аварисенче пурнăçран уйăрăлнисемпе те çыхăнчĕ. Ара, вĕсенче кашни кун чылай çыннăн пурнăçĕ татăлать-çке. Виçĕ çул каялла Раççей Федерацийĕн статистика кăтартăвĕсемпе паллашнăччĕ.

Страницы