Анастасия Тарасовăн - "кĕмĕл"

4 Сен, 2014

Çурла уйăхĕн 29-31-мĕшĕсенче Китайри Гаосюн хулинче сумо /Японире пуçланса кайнă кĕрешÿ тĕсĕ/ енĕпе Тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Унта 28 çĕр-шыври 240 спортсмен вăй виçнĕ.

Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышне Чăваш Енрен Анастасия Тарасова ?сумо енĕпе Европа чемпионки% кĕнĕ. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Петров патĕнче ăсталăха ÿстерекен Анастасия чăваш спорчĕн историйĕнче пуçласа тĕнче шайĕнчи пысăк ăмăртура сумо енĕпе "кĕмĕл" çĕнсе илнĕ. Аса илтеретпĕр: Настя Çĕмĕрле районĕнче çуралса ÿснĕ, сумо енĕпе тата пиçиххипе кĕрешес енĕпе Раççей спорт мастерĕ. Спортри ăсталăха вăл Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче тата ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕнче пухать. Пĕлтĕр Анастасия Тарасова пиçиххипе кĕрешсе тĕнче чемпионкин титулне çĕнсе илнĕ.

Р.ИВАНОВА.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.