Архив - 13 Сен, 2014

13 Сен, 2014

Пахчи-пахчи, улма пахчи...

Кивĕ калушĕсемпе аттисем йăл кулаççĕ. Чечеклĕ, хĕвел шевлиллĕ шыв пичкисем те савăнăçпа çиçеççĕ. Улма йывăççисен тураттисем çинче - чăпар çунатлă лĕпĕшпе тĕкĕл тура, вир кайăкĕпе ылтăн пыл хурчĕ... Пахча варринче пысăк симĕс пальма мăнаçлăн сарăлса ларать.

13 Сен, 2014

Çамрăк чĕлхеçĕсем

Çурла уйăхĕнче тăван тăрăхра каннă май Ĕпхĕве кайса килме тÿр килнĕччĕ. Тахçанхи ĕмĕте тинех пурнăçларăм. Вăхăт тупса пĕр-икĕ кĕнеке лавккине кĕрсе тухайрăм. Тĕлĕнмелле çав, сентре тулса тăкăнать, вĕрен, шĕкĕлче чĕлхене. Пушкăртла кăларнă мĕн тĕрлĕ кăна кĕнеке çук пулĕ вĕсен. Йăлтах паха хут çинче. Ача-пăча литератури хăй тем пысăкăш вырăн йышăнать. Тĕрлĕ методика кăтартăвĕсемпе вĕренÿ кĕнекисем, диктант пуххисем, темĕн тĕрлĕ словарь, кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли çыру тетрачĕсем купипех. Вуламалли литература та чылай. Пĕтĕмпех пушкăртла. «Кĕнеке туянаççĕ.

13 Сен, 2014

Айхин юлташĕсем Чăваш Еншĕн тунсăхлаççĕ

Чăваш халăх сăвăçин Геннадий Айхин чикĕ леш енчи юлташĕсем Правительство çуртне пуçтарăнчĕç. Вĕсем, Аслă Британирен, Швецирен, Норвегирен килнĕскерсем, Геннадий Николаевичăн ĕçĕсене куçарса вулакан патне çитереççĕ. Хăнасем амăшне халалланă "Вун пилĕк çултан" сăвва чăвашла, акăлчанла, норвегилле, шведла вулани чуна хускатрĕ.

13 Сен, 2014

95-ри Чĕкеç аппа кăмпа пуçтарать, çĕр улми кăларать...

Эпир çитнĕ чухне Чĕкеç аппа кăмпа тасататчĕ. Ăна пахчи хыçĕнчи катаран карçинккапах пуçтарса килнĕ. «Хĕл валли тăварласа хурасшăн. Çĕр улмипе çиме питĕ тутлă. Каярах тепре каятăп-ха», - терĕ Чĕкеç аппа.

Страницы