Комментировать

13 Сен, 2014

Çамрăк чĕлхеçĕсем

Çурла уйăхĕнче тăван тăрăхра каннă май Ĕпхĕве кайса килме тÿр килнĕччĕ. Тахçанхи ĕмĕте тинех пурнăçларăм. Вăхăт тупса пĕр-икĕ кĕнеке лавккине кĕрсе тухайрăм. Тĕлĕнмелле çав, сентре тулса тăкăнать, вĕрен, шĕкĕлче чĕлхене. Пушкăртла кăларнă мĕн тĕрлĕ кăна кĕнеке çук пулĕ вĕсен. Йăлтах паха хут çинче. Ача-пăча литератури хăй тем пысăкăш вырăн йышăнать. Тĕрлĕ методика кăтартăвĕсемпе вĕренÿ кĕнекисем, диктант пуххисем, темĕн тĕрлĕ словарь, кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли çыру тетрачĕсем купипех. Вуламалли литература та чылай. Пĕтĕмпех пушкăртла. «Кĕнеке туянаççĕ. Ача-пăча произведенийĕ те аван сутăнать», - терĕ лавкка заведующийĕ.

Ман пĕлĕшĕм Татьяна Михайловна Васильева Пушкăртстанри Стерлитамак хули çывăхĕнчи Косяковкăра чăваш чĕлхи вĕрентет. Хула çумĕнче ÿссе вырăсланма ĕлкĕрнĕ чăваш ачисем тăван чĕлхе урокне юратсах çÿреççĕ. Класпа укçа пуçтарса хăйсен шутĕнчен вĕренÿ кĕнекисем туянаççĕ. Вĕсем кăна та мар, узбек, таджик, пушкăрт, тутар, вырăс ачисем те хаваспах çÿреççĕ чăваш чĕлхи урокне. Ашшĕ-амăшĕ те чармасть. Уявсене те хутшăнаççĕ. Уйрăмах чăваш халăхĕн культури, аваллăхĕ, йăли-йĕрки интереслентерет вĕсене. Уроксем хыççăн юлса вĕрентекенпе пĕрле чăваш тумĕ çĕлеççĕ, тухья ăсталаççĕ. «Çамрăк чĕлхеçĕ» кружока çÿрекен те чылаййăн. Ку е вăл предмета ачасем хисеплесси, юратса вĕренесси учительтен те нумай килет çав. Ячĕшĕн çеç пĕлÿ панине те, чĕлхене лайăх пĕлсе тĕплĕн вĕрентнине те шăпăрлансем тÿрех сисеççĕ. «Пĕрремĕш класра пирĕн уроксем вăйă евĕр иртеççĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртсах çыраççĕ, вулаççĕ. Кунта вĕсем нимле йывăрлăх та туймаççĕ. Вĕренÿ кĕнеки хăй питĕ интереслĕ. Тен, çавăнпа ку предмета кайран та хаваспах ăша хываççĕ», - чунне уçать учитель.

Татьяна Михайловна Стерлитамакри педагогика университетĕнчи вырăс филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Мĕн тăвăн, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен специалист çук та, предмета ăна шанса панă. Тăван чĕлхене шкулта тăрăшса вĕреннĕ пулин те, çакă кăна çителĕксĕррине туйса, ăна хăй тĕллĕн шĕкĕлчет, тĕпчет. Урокĕсене тата та пуянрах, интереслĕрех ирттерĕччĕ те, шел те, хула шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем валли методика кăтартăвĕсемпе программăсем, пособисем çителĕксĕр. Тăван чĕлхешĕн çунакан аякри чăваш Шупашкара пĕрмаях кĕнеке саккас парса ярать. Ĕнтĕ «Книжные новинки» лавккара ĕçлекенсене йăлăхтарсах çитертĕм. Çынна пулăшас килет, çавна май мĕнле те пулин çĕнĕ пособи тухман-ши тесе час-часах кĕрсе тухма тивет. Чăваш кĕнеке издательствинче шкулсенчен заявка кирлĕ терĕç. Çапла майпа мĕн ыйтнине, енчен те пичетленсе тухнă пулсассăн, ярса параççех. Пушкăртсен темшĕн лавккарах купаланса выртать. Мĕн кирлине ирĕклĕн туянма пулать. Пирĕн мĕншĕн саккаспа кăна-ши?

Тантăшăма пулăшас тесе кăçал та Шупашкарта кĕрсе тухман кĕнеке лавкки хăвармарăм. Тен, тахçанрах пичетленнисене тупса илме çук-и тесе шырарăм, шел те, вăл ыйтнисене тупаймарăм.

Шухăша кайрăм. Эпир те чĕлхеçĕсемпе профессорсенчен пĕрре те кая мар. Кашни утăмрах кандидат ятне тивĕçнисем. И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетри чăваш филологипе культура факультетĕнчен, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнчен вĕренсе тухса тепĕр тăват-пилĕк çултанах кандидат диссертацине хÿтĕленисем сахал мар пирĕн. Тăрăшни, малалла талпăнни лайăх-ха вăл. Анчах та çав ята тивĕçессишĕн çеç ĕçлес марччĕ. Çĕрĕн-кунĕн тар юхтарса çырнă диссертацин усси пултăрччĕ. Ăçта та пулсан тусан çăтса ан вырттăрах вăл.

Çапах та шкулсенче тăван чĕлхене тарăннăн вĕрентме ал айĕнче пособи те, тĕрлĕ методика кăтартăвĕ те, словарь те пулмаллах çав. Пушкăртсенни пек. Унсăрăн епле-ха? Çакă ачасене тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре чылай çăмăллăх кÿрĕччĕ.

- Малтан эпир О.Печников, И.Андреев кăларнă кивĕ-кивĕ кĕнекесемпе вĕреннĕ. Темле майпа пĕррехинче алла Галина Абрамовăн 5-мĕш класс валли кăларнăскерĕ лекрĕ. Епле хĕпĕртерĕм куншăн. Кайран çак авторăн 4-мĕш класс валли тухнине копи туса илме май пулчĕ. Çулталăк вĕрентĕмĕр çавăнпа. Меллех марччĕ те, анчах та ачисене интереслĕччĕ, - çапла каласа кăтартать тăван чĕлхешĕн, унăн пуласлăхĕшĕн чунтан çунакан аякри вĕрентекен. Шкул ачисем валли кĕнекесем туянас тĕллевпе иртнĕ çул хăй Шупашкара килсе кайрĕ. Авторсемпе, хула шкулĕсене çитсе вĕрентекенсемпе курса калаçрĕ. Çитмен кĕнеке лавкки хăвармарĕ. Хăйне мĕн кирлине пăртак тупкаласа илчĕ. Халĕ 8-мĕш класс валли хатĕрленĕ кĕнеке кăна çук унăн.

Лару-тăру çав тери хăрушă тени тĕрĕсех мар пулĕччĕ. Ку енĕпе Г.В.Абрамова юлашки çулсенче тăрăшсах ĕçлерĕ. Чăваш кĕнеке издательстви тематика планĕ тăрăх унăн «Чувашское слово» вĕренÿ кĕнекине1 класран тытăнса 7 класс таран кăларчĕ. Халĕ Галина Васильевна 8-мĕш класс ачисем валли хатĕрлет. Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтри редакципе издательство пайĕ пичете хатĕрленĕ Г.В.Абрамовăн «Учительсем валли хатĕрленĕ меслет кĕнеки. 1 класс» педагогсем патне çитрĕç. Шел те, тиражĕ ытлашши пысăках мар. «Чăваш чĕлхи» - 4 пин те 500 экземпляр çеç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.