Архив - Мар 2014

март 22nd

В номере:

Указ Главы Чувашской Республики от 17 марта 2014 года № 32 «О внесении изменений в Указ Президента Чувашской Республики от 2 сентября 2009 г. № 56».

Роза Шевченко 65 çулта пурнăçне йăлт çĕнĕрен пуçланă. Карагандаран Чăваш Республикине куçса килсен хăй ĕмĕтленнĕ пекех ялти чи хĕрринчи пÿртре хăтлăх тупнă. «Чи малтанах пахчара сулăнса утă çулнине çынсем карта хушăкĕпе сăнатчĕç», - аса илет вăл. Кайран вăр-варскер ял-йышпа туслашнă.

Ĕнер Шупашкарăн ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче ССР Союзĕнчи вĕçсĕр-хĕрсĕр çереме тата парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннăранпа 60 çул çитнине халалланă савăнăçлă пуху иртрĕ. Унта район-хуларан пуçтарăннă, 1954-1960 çулсенче çерем уçнă ветерансем хутшăнчĕç.

Нарăсăн 27-мĕшĕнче 100 çул тултарнă Дарья Михайловна Калинникова Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче пурăнать. 1921-22 çулсенчи выçлăха, коллективизаци вăхăтне, тылри тертлĕ те нушаллă кунсене, ун хыççăнхи йывăр тапхăра чăтса ирттернĕ чăваш хĕрарăмĕпе тĕл пулма ятарласа ун патне çитсе килтĕмĕр.

Юлашки 5-6 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Александр Чернов, Денис Семенов, Виталий Семенов, Александр Павлов, Иван Кривов, Вăрнар тата Патăрьел районĕсенчи хăш-пĕр каччă кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче - Тăван чĕлхе кунĕнче - пĕлтĕртен кĕртнĕ йăлапа чăвашсем пĕтĕм халăх диктантне çырĕç. Кăмăл тăвакансене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче кĕтеççĕ. Çавăн пекех компьютерпа çак ĕçе пурнăçлама май пур - текста Наци радиовĕпе вулĕç. Акцие республикăра пурăнакансем кăна мар, тĕнчен пур кĕтесĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те хутшăнма пултараççĕ. Текста пĕлтĕр Юрий Сементер хатĕрленĕччĕ, кăçал çак тивĕçе пурнăçлама ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченне, нумай кĕнеке авторне Марина Карягинăна шаннă.

Эпĕ Тăвай районне кĕрекен Тенеялĕнче çуралнă. Ял Тутар Республикин чиккинче вырнаçнă. Улăхра Эль, Вăта юхан шывĕсем шăнкăртатаççĕ. Пĕр тĕлте пĕрлешеççĕ те Кĕтнене çул тытаççĕ. Эпир мĕн пĕчĕкрен Вăтапа Эль тĕл пулнă вырăна Пĕчĕк Кĕтне тесе ÿснĕ. Унта йĕри-тавра вырăс ялĕсем, Мучар, Кĕрше, Тиренч, Сосновка, Мăрат...

Апакассинче пурăнакан Виталий Данилов тивĕçлĕ канăва тухсан йăлт аптраса ÿкнĕ. Кăвак çутăпа вăранса ир-ирех колхоз хирне васкама хăнăхнă тракторист вăхăта епле ирттермеллине те пĕлмен. Килте выльăх пăхасси, мăшăра пулăшасси кулленхи самантлăх ĕç пек кăна туйăннă.

Мĕн пĕчĕкрен тутар-пушкăрт хушшинче ÿссе вĕсен йăли-йĕркине ăша хывнипе те çыхăннă-ши, ăна-кăна пĕлместĕп, анчах та çак халăх çынни маншăн ачаран питĕ çывăх. Атте те çамрăкрах чухне вĕсемпе питĕ туслăччĕ. Пĕр хут ырă тунăшăн çĕр хут ырăпа тавăратчĕç. Шкулти учительсенчен чылайăшĕ тутарччĕ.

Страницы