Архив - 16 Дек, 2014

16 Дек, 2014

Унăн çывăрма та вăхăчĕ пулман

Иван Пахомов тавра яланах пурнăç вĕресе тăнă

Канмалли кунсем хыççăн яланхилле ир-ирех ĕçе васкатăп. Шупашкарти Пичет çурчĕн виççĕмĕш хутне хăпартăм çеç - манăн пÿлĕм алăкĕ умĕнче тăракан ентешĕме асăрхатăп.

- Иван Иванович, эсĕ Патăрьелĕнчен манран та маларах çитнĕ-çке, çывăрма та пĕлместĕн, - тетĕп ăна, пĕр-пĕрне сывлăх сунса саламланă хыççăн.

16 Дек, 2014

Асăрханăр: чĕрчун!

ЧР Чĕрчун тĕнчин объекчĕсемпе вĕсем пурăнакан вырăна сыхлас, тĕрĕслес тата чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх службин инспекторĕсем иртнĕ уйăхăн 21-мĕш кунĕ тĕлне вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕрчунне хÿтĕлесси, сунар йĕркине пăсни çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн 198 протокол çырнă /пĕлтĕр - 172/. "Пирĕн специалистсен тĕллевĕ ăна нумайрах хатĕрлесе ман пата çитересси мар, картран тухакансене йĕркене пăхăнма вĕрентесси, - терĕ служба ертÿçи Владимир Кузюков.

16 Дек, 2014

«Хыпар» хаçат питĕ килĕшет

Эпир «Хыпар» хаçата тахçантанпах çырăнса илетпĕр. 10 çул та пулĕ е ытларах та. Çитес 2015 çул валли те çырăнтăмăр.

«Хыпар» хаçат питĕ килĕшет, çавăнпах нумай çул хушши çырăнатпăр.

Страницы