Асăрханăр: чĕрчун!
ЧР Чĕрчун тĕнчин объекчĕсемпе вĕсем пурăнакан вырăна сыхлас, тĕрĕслес тата чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх службин инспекторĕсем иртнĕ уйăхăн 21-мĕш кунĕ тĕлне вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕрчунне хÿтĕлесси, сунар йĕркине пăсни çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн 198 протокол çырнă /пĕлтĕр - 172/. "Пирĕн специалистсен тĕллевĕ ăна нумайрах хатĕрлесе ман пата çитересси мар, картран тухакансене йĕркене пăхăнма вĕрентесси, - терĕ служба ертÿçи Владимир Кузюков. - Хăвăр ял тăрăхĕнче, çывăхри вăрман-катара çĕрте кусана-çÿлте вĕçене саккуна пăсса хÿтернине пĕлсенех инспекторсене систерĕр. Хальхи вăхăтра кайăкçăсем сунар объекчĕ шутланакан тилĕ, кашкăр, ондатра, хăнтăр, ăсан, мулкач, шашкă, пакша, сăсар, вăрман пăсарине, шăши юсне, енот йыттине, чĕрнеллĕ чĕрчунсене тытаççĕ. Пĕрисем картаран тухмаççĕ, теприсем йăнăш çул çине тăраççĕ".
Служба Етĕрне, Йĕпреç, Тăвай районĕсенче браконьерсем пăши тытни пирки уголовлă ĕç пуçарма материалсене РФ Шалти ĕçсен министерствин полици пайĕсене ярса панă. Çĕрпÿ хулинче пурăнакан пăшаллă каскăн Шупашкар районĕнче хир сыснине капкăна çаклатас тĕллевпе хÿтлĕхре вайăкланса тăнă. Юрать-ха, сăтăр тăвайман. Инспекторсем ăна аллинченех ярса тытнă. Суд унăн сунар правине çулталăклăха туртса илме йышăннă.
Çĕмĕрле районĕнчи патшалăхăн уйрăмах сыхлакан Кăмаша саккаслăхĕнчи хир сыснине вĕлернĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Икĕ браконьер Йĕпреç районĕнчи "Рассвет" хуçалăх пĕвинче моторлă кимĕпе çывăха пырса кăвакалсене пăшалтан персе тытнă. Вĕсем пирки çырнă материала пăхма суда ярса панă. Сунар пуянлăхне кÿнĕ тăкака саплаштарма сăтăрçăсем хăйсен ирĕкĕпе килĕшнĕ.
"Çăткăн сунарçă пĕр кунта сакăр вĕçен кайăк тытса саккуна пăснă, - терĕ В.Кузюков. - Ăна пиллĕк çеç тытма юрать. Виççĕшĕшĕн тăкака саплаштарчĕ. Теприн яра куна пĕр мулкача кăна пемелле пулнă, вăл иккĕшне лектернĕ. Шыв-шур таврашĕнче алла пăшал тытса вĕçен кайăк-кĕшĕке пăшалтан персе тытас тĕллевпе çÿренĕшĕн, ÿпле лартманшăн суд çирĕм виçĕ сунарçăн кайăкçă правине çулталăка туртса илме йышăнчĕ.
Декабрĕн 5-мĕшĕнче браконьерсем Муркаш районĕнче икĕ хир сысни тытнă. Докуменчĕсене тĕрĕсленĕ чух пĕрремĕшĕ инспектора пăшалтан перессипе хăратса самантрах куçран çухалнă. Ăна шырама полици уйрăмĕн сотрудникĕсене явăçтарнă. Служба инспекторне вĕлерессипе хăратнă сунарçа тытса чарнă. Çак тĕслĕх пирки уголовлă ĕç пуçарма суда материал ярса паратпăр".
Паянхи кун тĕлне автотранспорт çул урлă каçнă чух 10-шар хир сыснипе пăшие /пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах/ йывăр сусăрлатнă. Пурте вилнĕ. Водительсем, çул урлă каçакан чĕрчуна айăп кÿресрен асăрханăр!
Юрий МИХАЙЛОВ