Шухă пулнă, шухăшсăр çÿренĕ...
Çапла, укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех пулсан та, сесси вăхăтĕнче преподавательсем лайăх кăна силлесен те студент çулĕсем - чи асра юлаканнисем. Хаваслă та вĕсем, шухă та. Шÿт валли те вырăн нумай унта /КВН ушкăнĕсем ахальтен çуралман-тăр.../ Çапах та паянхи ăру мĕнле сывлăшпа сывлани пирĕншĕн питĕ кăсăклă. Хаксем ĕрĕхсе кайнă кĕсре пек вĕçсе хăпарнă вăхăтра стипендипе мĕнле усă кураççĕ-ши вĕсем? Ыйту пушă вырăнта çуралман. Пĕр енчен - вĕренÿре ĕлкĕрсе пыракан çамрăксене тивĕçекенскер, ним тума та çитмест пек туйăнать. Анчах паянхи студентсем ĕнерхисенчен пачах уйрăлса тăраççĕ.