- Чăвашла верси
- Русская версия
Шухă пулнă, шухăшсăр çÿренĕ...
Çапла, укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех пулсан та, сесси вăхăтĕнче преподавательсем лайăх кăна силлесен те студент çулĕсем - чи асра юлаканнисем. Хаваслă та вĕсем, шухă та. Шÿт валли те вырăн нумай унта /КВН ушкăнĕсем ахальтен çуралман-тăр.../ Çапах та паянхи ăру мĕнле сывлăшпа сывлани пирĕншĕн питĕ кăсăклă. Хаксем ĕрĕхсе кайнă кĕсре пек вĕçсе хăпарнă вăхăтра стипендипе мĕнле усă кураççĕ-ши вĕсем? Ыйту пушă вырăнта çуралман. Пĕр енчен - вĕренÿре ĕлкĕрсе пыракан çамрăксене тивĕçекенскер, ним тума та çитмест пек туйăнать. Анчах паянхи студентсем ĕнерхисенчен пачах уйрăлса тăраççĕ. Укçаллă "халăх" вĕсем. Чăнах-чăнах. Пĕлтĕр çулла пирĕн редакцие аслă шкултан тин кăна вĕренсе тухса алла диплом илнĕ пике ĕçе вырнаçнăччĕ. Пĕрремĕш шалу /6 пине яхăн/ илнĕскерĕн кăмăлĕ пăсăлчĕ. "Студент чухне те манăн кĕсьере укçа ытларахчĕ - стипенди 10 пин тенкĕ патнелле илеттĕм", - макăрас патнех çитрĕ хайхискер. Ĕçе пикеннĕ малтанхи вăхăтра студент çулĕсенче пухса пынă укçапа сыпăнтаркаласа пурăнчĕ. Пур пĕр чăтса çитереймерĕ, шалу тивĕçтерменнипех ĕçрен пăрахса кайрĕ...
Вĕренекен çамрăксене çак ыйтупах чăрмантарма тĕв турăмăр: мĕн тума çитет стипенди?
Стас ВЛАДИМИРОВ, Шупашкарти электромеханика колледжĕн студенчĕ:
- 900 тенкĕ ытларах стипенди илетĕп /ăна та пурне те памаççĕ/. Çавăн пекех сахал тупăшлисен социаллă стипендийĕпе - 645 тенкĕ - пулăшаççĕ. Эпĕ аппа патĕнче пурăнатăп, хваттер тара илсе укçа пĕтерместĕп. Стипенди яла кайса килме, апат çиме тăкакланать. Анне май çитнĕ таран пулăшать. Çулла Мускавра практикăра пулнăччĕ, унта та "кĕмĕл" ĕçлесе илтĕм.
Денис ВАХОВ, Денис ИГНАТЬЕВ, Шупашкарти электромеханика колледжĕн 1-мĕш курс студенчĕсем:
- Эпир хальлĕхе уйăхсерен 480 тенкĕ илсе тăратпăр. Çак укçана тăкакламан - стипендие ятарласа пуçтарса пыратпăр. Куллен кирлĕ хатĕр-хĕтĕре çывăх çынсем туянса параççĕ. Çуллахи каникулсенче ĕçе вырнаçасшăн. Çавна май енчĕк тата хулăнланĕ. Кайран хамăра ятăн автомашина туянăпăр. Ун чухне çав транспортпа тĕнче курса çÿреме те юрать.
Кристина ДМИТРИЕВА, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 3-мĕш курс студенчĕ:
- Эпĕ - çемьеллĕ. Хальлĕхе упăшкапа уйрăм пурăнатпăр: эпĕ - хулара, вăл - ялта. Пĕр-пĕриншĕн тунсăхлатпăр паллах. Тепĕр тесен, пушă кирек хăш самантра Шупашкар районне тухса вĕçтерме пулать. Упăшка ĕçлет, çавăнпах хулана куçса килесшĕн мар. Мана çывăх çынсем сумка тулли апат-çимĕç тултарса парса яраççĕ. Аш-пăш та, пахча çимĕç те, кукăль-çăмах та чикеççĕ унта. Студента пурте укçа-тенкĕ енчен те пулăшма тăрăшаççĕ, çавăнпах алла кĕрекен 1400 тенкĕ стипендипе чиперех пурăнатăп пулса тухать. Çак укçа троллейбуспа çÿремешкĕн уйăхлăх билет /250 тенкĕ/ туянма, киле кайса килме /пĕр енне - 45 тенкĕ/, çăкăр, супăнь-порошок туянма çитет.
Алина ЧЕРНОВА, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш курс студенчĕ:
- Халĕ шăпах "5" паллăлăх экзамен тытса тухрăм. Лайăх вĕренсе пынăшăн мана 2100 тенкĕ стипенди параççĕ. Унсăр пуçне мероприятисене хастар хутшăннăшăн, волонтерсен йышне кĕнĕшĕн аслă шкул 6 пин те 500 тенкĕ хушса тÿлет. Пĕлтĕр çулла Хура тинĕс хĕрринче канмашкăн путевка та тивĕçнĕччĕ мана. Çав укçана туй тума пуçтарса пыратăп. Алла диплом илсен савнă çынпа çемье çавăрасшăн. Çакăн пирки иксĕмĕр тахçантанпах ĕмĕтленетпĕр.
Деканатра ĕçлетĕп. Çакăншăн тата 5 пин те 800 тенкĕ кĕсьене кĕрет. Ăна перекетлĕ тытма тăрăшатăп.
Алевтина КУПРИЯНОВА, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 4-мĕш курс студентки:
- Эпĕ социаллă стипенди илетĕп. Вăл 2700 тенкĕпе танлашать. Паллах, нимĕн тума та çитмест. Юрать, общежитипе тивĕçтереççĕ. Стипенди кунне питĕ кĕтетпĕр. Илсенех Интернетшăн тÿлетпĕр, телефоншăн укçа хыватпăр. Ытти çăкăр туянма юлать. Тумланасси пирки шухăшламалли çук. Çул хакĕ те йÿнĕ мар. Патăрьел тăрăхне, тăван киле кайса килме хаклă. Çемьере эпир виççĕн. Асли Таня университетри экономика факультетĕнчен пĕлтĕр вĕренсе тухрĕ. Вăл халĕ ĕçлет. Атте-анне пире ура çине тăратас тесе нумай тăрăшать. Вĕсене пысăк тав. Апат-çимĕç ытларах - ялтан. Тепĕр чухне илсе килсе те параççĕ. Перекетлĕ пурăнма хăнăхнă эпир. Медицина факультетĕнче пĕлÿ пухнă май кино, уявсем тăрăх çÿреме вăхăт та çук. Пĕрмай вĕренмелле. Больницăсенче практика иртмелле.
Алевтина МИТРУСКОВА, Шупашкарти машиностроени техникумĕн 4-мĕш курс студентки:
- Социаллă стипенди - 750 тенкĕ илсе тăраттăм. Паллах, вăл çăкăр туянмалăх кăна. Çавăнпа та ирхине вĕренетĕп, каçхине ĕçлетĕп. Пушă вăхăт пачах çук. «Шупашкар» универмага дисксем сутма вырнаçрăм. Уйăхне 7 пин тенкĕ тухать. Водителе вĕренесшĕн, уншăн тÿлеме укçа пухатăп халь. Пĕлĕшсен хваттерĕнче пурăннă май нумай тăкакланмастăп. Уйăхне 1700 тенкĕ çеç илеççĕ манран. Иртнĕ сессире преподаватель «3» паллă лартса пачĕ те стипенди çинчен шухăшламалли пĕтрĕ. Хамах айăплă пуль-ха, экзаменра пăртак хăюллăрах та пулмалла.
Студентсен кĕсйисене
Алина ИЗМАН,
Марина ТУМАЛАНОВА,
Елена АТАМАНОВА тĕрĕсленĕ.
Комментировать