Эрĕм тутиллĕ пыл, е Вăрçă йÿççине пылаклатма кирлех-ши?
Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çĕнĕ сезона уçнă май, юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче, «Сутăн илнĕ чыс» драмăпа савăнтарчĕ. Пьеса авторĕпе Анатолий Хмытпа «ЧХ» вулаканне çийĕнчех паллаштартăмăр, ăнăçлă ĕçшĕн унпа пĕрле савăнтăмăр. Аса илтеретпĕр: асăннă хайлав 2012 çулта чăваш драматургĕсен конкурсĕнче лауреат ятне çĕнсе илнĕччĕ. Анатолий Ефимов Афган вăрçинче пăшал тытса икĕ çул та пилĕк уйăх çапăçнă. Вăрçă синкерне хăй тÿссе ирттернĕ.
Репертуартан мĕншĕн кăларнă?
Аса илтеретпĕр, драмăри ĕçсем иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче пулса иртеççĕ. Пĕр тăван Павăлпа Петĕр Афганистан вăрçине лекеççĕ. Пурнăçпа вилĕм хушшинче этем ăш-чикĕ йăлтах таврăнать: асли душмана питренех сурать пулсан кĕçĕнни унăн урине те чуп тума, хăйĕн тăванне вĕлерме хатĕр - çăлăнасчĕ кăна... Анчах вăрçă коррупцине пула Петĕр паттăр пулса тăрать: ăна, хăравçă та сутăнчăк салтака, орден та, чап та, укçа та тивĕçет. Павăла вилнĕ тесе шухăшлаççĕ. Анчах чĕрĕ юлма ăна турă пилленĕ иккен. Темиçе çултан вăл тăван ялне таврăнать. Пиччĕшĕпе шăллĕ хушшинче хирĕçÿ çуралать. Сцена искусствин саккунĕпе килĕшÿллĕн сăнар аллинчи пăшал кĕрслетет.
Çĕнĕ спектакль пĕлтĕр сцена çине пурĕ те виçĕ хутчен тухрĕ те сасартăк... çухалчĕ. Кашнинчех тулли зала пухаканскере репертуартан мĕншĕн кăларнă-ха?
Спектакльти хăш-пĕр самант Афган вăрçинче пулнă темиçе ветерана килĕшмен-мĕн. Вĕсем çакăн пирки Раççей десантникĕсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председательне Игорь Кашаева пĕлтернĕ, ыйтăва анлă ларура сÿтсе явнă. Анчах десантниксен ертÿçи спектакле хăй курса хаклас темен. Афган вăрçин ветеранĕсене салтак тумĕ тăхăнса, наградăсене çакса пĕтĕм халăх умĕнче сцена çине тухса спектакле чарса лартма йыхравлать вăл. /Çакна йăлтах видеопа ÿкерсе Интернета та кăларса хунăччĕ. Чăн та, халĕ ăна унта кураймăн/. Ларăва хутшăннисем артистсене помидорпа пеме, пĕтĕм билета туянма, культура министрне пĕлтерме сĕнеççĕ. Мĕн палăртнине йăлтах пурнăçа кĕртмен пулин те Игорь Кашаев ертсе пынă ушкăн театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев патĕнче шăв-шав çĕкленĕ. Çакăн хыççăн пĕр вăхăт спектакле кăтартма чарăннă та. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. «Сутăн илнĕ чыса» кăрлачпа нарăс репертуарне кĕртнĕ, анчах драма халĕ те хĕрÿ тавлашу çуратать. Нумаях пулмасть Афган вăрçин десантникĕсем ЧР культура министрĕ патне çитнĕ çапах та. Кун пирки Игорь Кашаев хăй каласа кăтартрĕ.
«Чăнлăх çук»
«Мĕнпе тивĕçтермерĕ-ха сире спектакль?» - телефонпа çыхăнса çак ыйтăва хуравлама ыйтрăмăр унтан. «Тĕрĕслĕх çукки, шухăшласа кăларни килĕшмерĕ. Ман шухăшпа, пьесăна вăрçă курман çын çырнă. Çар чаçĕнче пулса иртекен самантсем, сăмахран, чăнлăхпа пĕр килмеççĕ. Çавăн пекех тупăкра наркотик турттарнă пулса тухать... Чикĕ урлă каçнă чух çирĕп тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ, апла тăк наркăмăш пирки калани те - суя. Совет салтакĕпе офицерне хăравçă, мулшăн çунакан евĕр сăнланă, вĕсен чи нишлĕ туйăмĕсене палăртнă автор. Кайран çав çынсенех паттăр пек кăтартаççĕ.
Тĕп герой тивĕçсĕр наградипе тухсан залра ларакансенчен пĕри: «Çакса янă, кур-ха», - тенине илтнĕ манăн юлташ. Ÿлĕмрен орден-медале мĕнле сăн-питпе çакса çÿремелле пирĕн? Çав спектакле курнă çынсем пирĕн пирки мĕн шухăшлаççĕ?
Кĕçех Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине паллă тăватпăр. Пире начар енчен хаклакан, чыс пирки иккĕлентерекен спектакль пĕлтерĕшлĕ уяв умĕн пушшех вĕчĕрхентерет. Патриотлăх туйăмне çĕклес тĕллевпе пирĕн пĕрлешÿ турнир, хăюлăх урокĕ чылай йĕркелет. Пьеса çамрăк ăрăва начар витĕм кÿрет тесе шухăшлатпăр», - палăртрĕ Игорь Михайлович.
Республикăри çар комиссарĕн ветерансемпе ĕçлекен пулăшуçи Александр Осипов, вăл та Афган вăрçин ветеранĕ, çĕнĕ пьесăра чылай çитменлĕх асăрханă: «Унти ĕç-пуç чăнлăхпа пачах пĕр килмест. Сăмахран, командир хăйĕн кĕсйинчен орден кăларса салтака çакса яни ĕмĕрне те пулман! Аманнă салтак ту хушшинче выртса юлать - ăна вара шырамаççĕ те...» - сăмахне тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ вăл.
Ветерансем ыйтнине шута хунă
Спектакль режиссерĕпе Иван Ивановпа та курнăçма май килчĕ. «Спектакль вăрçăн чăнлăх енне кăтартать: кунта коррупци те, вăрласси те, хура ытти япала та курăнать. Тĕрĕсех, паттăрлăх пирки калаçу пымасть кунта. Кирек епле вăрçă та - пакăç, халăх пуçне çиекен пулăм. Вăл пурин пурнăçне те пăтратать, хĕне ярать. Ку спектакльте çав чăнлăха Афган вăрçин тĕслĕхĕ çинче никĕсленĕ. Халĕ, чылай вăхăт иртнĕ май, ăна та тĕрлĕ енчен тĕпченĕ, фактсемпе çирĕплетнĕ, вăл шутра наркотик пирки те, наградăсем тĕлĕшĕпе те. Çавăнпа та куракан ăна тĕрлĕрен йышăнчĕ. Пĕрисем спектакльтен ĕсĕклесе тухаççĕ, çав вăхăтрах теприсен пичĕ хĕрелет. Тĕрĕссипе, премьера хыççăнах шăв-шав çĕкленессе кĕтнĕччĕ эпĕ, мĕншĕн тесен кунта куçа кĕрекен чăнлăх нумай.
Хаклакансем ыйтнине мĕншĕн шута хунă-ха? Вĕсене: «Эсир никамах та мар, ахаль куракан кăна», - тесе хуравлама та пултарнă. Пĕри килет те апла улăштарма хушать, тепри - капла... Анчах çав куракансем афганецсен пĕрлĕхĕнче тăнине кура вĕсен шухăшне те шута илтĕмĕр. Ăна тĕпе хуни театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев мĕн тери пысăк чунлă çын пулнине кăна кăтартрĕ - чăваш ăс-хакăлĕ çавнашкал-çке. Вăрçăра çапăçнă çынсене хирĕç каяс темерĕ. Вĕрирех сăмахсене, курăнусене улăштартăмăр. Критиксем пĕрех лăпланмарĕç - çÿллĕрех шайри пуçлăхсем патне çитрĕç. Халĕ татах та «çемçететпĕр», тĕшши уншăн пĕрех çухалмĕ. Çĕнĕ верси хыççăн хирĕçлекен пулмалла мар туйăнать...» - пĕлтерчĕ Чăваш Республикин халăх артисчĕ Иван Иванов.
«Афган синдромĕ»
Паянхи куна республикăра Афган вăрçин ветеранĕсен 3-4 организацине шута илнĕ. Вĕсен шухăшĕ те пĕр килмест. Петĕрпе Павăл пекех ветерансем пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупаймаççĕ-мĕн. «Ку - тĕрлĕ майпа палăракан «Афган синдромĕ». Пьесăри орден пирки кăтартнине хирĕçлекенсем - паттăрлăх чирĕпе аптăракансем. Наградăна чăнласах çапăçса, юн юхтарса тивĕçнисем урăхларах йышăнаççĕ», - çирĕплетет Анатолий Хмыт.
Раççейри «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Анатолий Ефимова Тав хучĕпе чысланă. «Уявра 500 ытла çынччĕ, вĕсем çав самантра пурте ура çине тăрса тăвăллăн алă çупрĕç. Спектакле пырса курас кăмăллисем нумайăнччĕ. Шел, ун чухне ĕмĕте пурнăçа кĕртеймерĕмĕр, спектакле кăтартма пăрахрĕç», - пĕлтерчĕ Владимир Яковлев ветеран.
Спектакльшĕн - медаль
«Чăваш театрĕсем Афган темине халĕччен çутатманччĕ-ха. Пирĕншĕн, вăрçă ветеранĕсемшĕн, çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсем халĕ мистика, шоу, камит ытларах пăхма кăмăллаççĕ, пурнăç чăнлăхĕпе пуçа ыраттарасшăн мар. «Сутăн илнĕ чыс» спектакле сцена çине кăларакансем истори страницине çавăрса хума хăюлăх çитернĕ, самана чăнлăхне халăх умне кăларнă. Премьерăпа паллашнă май çакна асăрхарăм - зал тулли халăх тăвăллăн алă çупса артистсене чылайччен тав турĕ, вĕсем мĕн калас тенине ăша хыврĕ. Хальхи куракана улталама çук - спектакле хаклама пĕлет вăл, килĕшмен драмăна курма каймĕччĕ.
Хăшĕ-пĕри: «Суя, тĕрĕслĕх çук кунта», - тенипе килĕшместĕп. Афганистанра çар хĕсметĕнче тăнă пĕр пĕлĕше, борт техникĕччĕ вăл, арестленине ас тăватăп. Вăл тупăкра кĕрĕксем турттарнă-мĕн. Çакăн пек тĕслĕхсем сайра-хутра çапах та пулкаланă. Вăрçăра хура ĕçпе аппаланакан кирек хăш саманара та пулнă. Раççей фильмĕсенче те сăнланнă çакă. Çав спектакльте хăшĕ-пĕри хăйне палласа илме те пултарнă тен. Ман çумма, сăмахран, драмăра кăтартнă таса марлăх çыпăçмарĕ.
Халĕ пирĕн хамăра йĕркеллĕ тытасчĕ, ят-сума хамăрăн ырă тĕслĕхпе кăна çирĕплетесчĕ», - палăртрĕ çÿлерех асăннă общество ертÿçи Геннадий Матвеев. Афган темине çутатнăшăн Иван Иванова «Ветерансен юхăмне аталантарма пулăшнăшăн» медальпе наградăланă вĕсем.
Куракана çухатас марччĕ
Анатолий Хмытăн пĕрремĕш пьеси тавра шăв-шав çĕкленни автор çынсен чун-чĕрине хускатнине çирĕплетет. Апла тăк хайлав хăйĕн тĕллевне пурнăçланă теме юрать. «Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев мана малтанах асăрхаттарчĕ: «Премьера хыççăн спектакле касаççĕ, ваклаççĕ... Тепĕр виçĕ çултан хăвăн пьесуна паллами те пулатăн», - терĕ. Çавăнпа та улшăну пуласса кĕтнĕ эпĕ. Пĕрремĕш вариантра вĕçĕнче амăшĕ вилетчĕ. Халĕ усал сăнар - Петĕр - перĕнет. Ман шухăшпа, вăл, пурнăçа юратаканскер, хăйĕн çине алă хума пултараймасть. Путакан улăм пĕрчинче те çăлăнăç шырать теççĕ. Петĕр те вăрçăран чĕрĕ таврăнассишĕн чунне сутма хатĕр... Юлашки курăнура сцена хыçĕнче пăшал кĕрслетет. Пурте Петĕр перĕнчĕ тесе шухăшлаççĕ, çакăнпа спектакль вĕçленет. Тен, вилмен те вăл? Кун пирки те куракан хăй пĕтĕмлетÿ тутăр. Çапах та Афган колоритне, сывлăшне çухатни, хăш-пĕр сценăна кăларни - пуçа каснăпа танах. Халĕ тата сценарирен «Афган» сăмаха пачах кăларма ыйтни çинчен те пĕлтĕм, чуна витерекен юрăсене те «каснă». Малтанхи верси архивра сыхланса юлни кăна лăплантарать мана. Автор правипе усă курса телекурав фондне те ăнах сĕнĕп. Театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев: «Спектакле çухатас килмест», - тенĕренех улăштарма ирĕк патăм. Кăрлачăн 15-мĕшĕнче театрта пулма тÿр килчĕ: зал çурма пушăччĕ, спектакль пынă вăхăтрах шăпăлтатса лараççĕ. Сценарие лайăхлатас тĕллевпе тÿрлетÿсем кĕртнĕ май куракана çухатас марччĕ çеç», - пĕлтерчĕ Анатолий Хмыт.
Материала вĕçленĕ май çакна калас килет: вăрçă йÿççине пылаклатса кăтартма тăрăшни куракана кирлех-ши? Эрĕм тути калакан пыла çăтас килĕ-ши унăн? Кашни хăй татса парĕ çакна. Анчах, пурнăçра ыррипе пĕрле усал та çÿрет. Çавна уйăрма вĕренесчĕ те хамăрăн начар енсене пĕтерессишĕн тăрăшасчĕ пирĕн. Театр тĕллеве пурнăçлама пулăшать кăна.
Алина ИЗМАН.
Комментировать