Фотогалерея
«Культура хутлăхĕ» проект культура учрежденийĕсен инфратытăмне çĕнетессипе тата реноваци ирттерессипе ĕçлет. Сăмах май, 2024 çулччен регионсенчи тата муниципалитет шайĕнчи ачасемпе çамрăксен тата пукане театрĕсенчен 40-шне реконструкци ирттерме палăртнă. Кăçал çак...
Муркаш районĕнче уйрăм пайтаçăсем сахал мар. Тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ вĕсем. «Пĕчĕк, вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательсен пуçарулăхне пулăшасси» наци проекчĕ хута кайнăранпа вĕсен йышĕ ÿсни те сисĕнет.
Республикăри чи пысăк предприятисенче наци проекчĕпе килĕшÿллĕн профвĕрентÿ йĕркелени ăнсăртран мар. Тĕллевсем пысăк: кунта çапла майпа виçĕ çулта производство тухăçлăхне 30 процента яхăн ÿстермелле.
Чăваш Енĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Василий Эктелĕн (Сидоровăн) "Хурăн çырли уçланки" кĕнекин презентацийĕ. Чăваш Енĕн наци библиотеки. 2019, çурла, 7
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн...
Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев «Вĕрентÿ» наци проекчĕ ку тăрăхра пурнăçа мĕнле кĕнипе паллаштарать.
Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектне пурнăçласа республикăра калăпăшлă ĕçсем тăваççĕ.
«Пирĕн республикăра, пĕтĕмĕшле илсен Раççейре те çаплах, çынсем ытларах чухне инсульт-инфаркт таврашне пула вилеççĕ е инвалида тухаççĕ. Чăваш Енри стационарсене чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланакан 8 пин çын сипленет», — ăнлантарчĕ республикăри клиника больницин...
Кăçал Чăваш Республикинче 18 шкулта капиталлă юсав тăваççĕ. Вĕсен çурчĕсем 50 процент таран кивелнĕ. Çакна «Вĕрентÿ» наци проекчĕн регионти «Хальхи шкул» проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.
«Шкул ачисем валли хальхи вăхăтри пĕлÿ паракан хутлăх туса хурасси» приоритетлă наци проектне Чăваш учколлекторĕ пуçаруллăн хутшăнать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе директор заместителĕ Е.Ю.ПЕТРОВА паллаштарать.
Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕк районĕн администрацийĕнче Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртнĕ. Унта «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательсен пуçарăвĕсене пулăшасси» наци проектне пурнăçа кĕртессин ыйтăвĕсене тишкернĕ.
...Çĕрпÿ хулинче çулсеренех «Звездный» ача-пăча кану лагерĕ шăпăрлансене пухать. Кăçалхипе — 60-мĕш хут. Кунпа çеç палăрса юлмĕ-ха хальхи кану сезонĕ.
Кăçал унта Раççей студенчĕсен отрячĕсен хастарĕсем тĕрлĕ регионтан килнĕ. Вĕсем Юрий Гагарин ячĕллĕ «Созвездие»...
Страницы
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 37
- 38
- 39
- 40
- 41
- 42
- 43
- 44
- 45
- …
- следующая ›
- последняя »