«Созвездие» студентсен педагогика отрячĕн сменине хутшăнĕç

Çĕрпÿ хулинче çулсеренех «Звездный» ача-пăча кану лагерĕ шăпăрлансене пухать. Кăçалхипе — 60-мĕш хут. Кунпа çеç палăрса юлмĕ-ха хальхи кану сезонĕ.
Кăçал унта Раççей студенчĕсен отрячĕсен хастарĕсем тĕрлĕ регионтан килнĕ. Вĕсем Юрий Гагарин ячĕллĕ «Созвездие» студентсен педагогика отрячĕн сменине хутшăнĕç. Ку — федерацин Атăлçи тăрăхĕн ĕç проекчĕ. Палăртмалла: çак мероприяти «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать («Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕ», 29 (6275), № 25.07.2019)