Наци проекчĕсем

РФ «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре 2019 çулта «Социаллă хастарлăх» программа хута кайнă. Унăн тĕп тĕллевĕ — ыр кăмăллăх юхăмне, ачасемпе çамрăксен пултарулăхне общество пуçарăвĕсен тĕревĕпе аталантарса пырасси. 2024 çул вĕçленнĕ тĕле республикăри çамрăксен 45% — пултарулăх, 20% ыр кăмăллăх ĕç-хĕлне явăçтарма палăртнă. «Ирĕклĕх» пĕрлешĕвĕн ĕç-хĕлне «Социаллă хастарлăх» тĕллевĕсене пурнăçлакан волонтерсем пуçаруллăн хутшăнаççĕ.

www.hypar.ru