Хыпар 85-86 (27518-27519) № 02.08.2019

«Пирĕн республикăра, пĕтĕмĕшле илсен Раççейре те çаплах, çынсем ытларах чухне инсульт-инфаркт таврашне пула вилеççĕ е инвалида тухаççĕ. Чăваш Енри стационарсене чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланакан 8 пин çын сипленет», — ăнлантарчĕ республикăри клиника больницин тĕп тухтăрĕн сиплев енĕпе ĕçлекен çумĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Республикăри юн тымарĕсен центрĕн ертÿçи, медицина наукисен кандидачĕ Татьяна Винокур кардиолог. Аса илтеретпĕр: «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне федерацин сакăр проекчĕ кĕрет. Вĕсенчен пĕри — «Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси». Татьяна Юрьевна асăннă проект Чăваш Енре епле пурнăçланни пирки каласа кăтартрĕ.