Ăсчахăн сулмаклă тепĕр утăмĕ

17 Фев, 2015

Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Артемьев критикĕн статйисен пуххи - «Шăпа карчĕсем» - кун çути курнă. Унта ăсчах юлашки çулсенче çырнă литературăпа критика статйисем, публицистика эссисем, рецензисем кĕнĕ. Ф.Павловăн, И.Тăхтин, Е.Эллиевăн, Хв.Уярăн, Л.Таллеровăн, Ю.Скворцовăн пултарулăх тĕнчи вулакансемшĕн пачах çĕнĕлле уçăлать. Шкул ачисемпе студентсем, педагогсемпе литературоведсем, тăван литературăна юратакансем тарăн тишкернĕ ĕçсемпе кăсăкланса паллашасса шанатпăр.

Автор çинчен: Юрий Артемьев - паллă литературовед, критик. Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор. Хусан патшалăх университетĕнчен, М.Горький ячĕллĕ Тĕнче литературин институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1993 çулта «Çутĕç тата чăваш литературин аталанăвĕ» ятпа доктор диссертацийĕ хÿтĕленĕ.

1982 çултанпа преподаватель ĕçĕпе пурăнать.

2013 çулта «Чăваш Енĕн чаплă çыннисем» ярăмпа унăн «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие» кĕнеки пичетленнĕ.