Пĕтĕм тĕнчери 24-мĕш балет фестивалĕ малалла пырать

21 Окт, 2020

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери 24-мĕш балет фестивалĕ малалла пырать.

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Хуркайăк çулĕ» наци балечĕпе уçăлнăччĕ вăл. Ĕнер сцена çине хăнасем — Чулхулари А.С.Пушкин ячĕллĕ академи оперăпа балет театрĕн ташăçисем — тухрĕç. Ку таранччен Шупашкарсем оперăпа балет фестивалĕсенче асăннă коллективăн «Иван Сусанин», «Борис Годунов», «Так поступают все женщины» оперисемпе, «Коко Шанель: страницы жизни» мюзиклĕпе тата «Бахчисарайский фонтан» балечĕпе паллашма пултарнăччĕ. Кÿршĕсем хальхинче «Корсар» /А.Адан/ балетпа килнĕ. Асăннă ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та пăхса киленчĕ.

Татьяна Казанова /Медора/, Андрей Орлов /Конард», Елизавета Мартынова /Гюлнар/, Василий Козлов /Сеид-паша/, Никита Аржанников /Али чура/, ыттисен партийĕсем хĕвел тухăçĕн хăй евĕрлĕхне туллин уçса пама пулăшрĕç.

Паян вара куракансем тĕнче классикин тепĕр шедеврĕпе — Л.Минкусăн Баядеркипе» — курнăçĕç. Сăмах май, асăннă ĕç 2005 çулта ЧР Патшалăх премине тивĕçнĕччĕ. Хальхинче Никия тата Солор партийĕсене Питĕрти Мариинка театрĕн солисчĕсем Оксана Скорик тата Андрей Ермаков ташлĕç.

Фестиваль вырсарникун гала-концертпа хупăнĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. 

Рубрика: 

Комментировать