Халăха лайăх çул-йĕр кирлĕ
Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялне кĕçех çĕршывĕпех пĕлме пуçлĕç. Кунти сĕт-çу заводĕнче кĕркунне тĕрлĕ йышши хытă сырсем кăларма тытăнĕç. Вĕсем хăвăрт пулса çитекен йышшисем. Чăваш Енре кун пек цех халиччен пулман. Хальлĕхе пирĕн патра çемçе сырсем кăна кăлараççĕ.
Ĕнер ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев вăрманлă Йĕпреç тăрăхĕнче пулчĕ. Пучинкери сĕт-çу завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Асăннă завод ялта вырнаçни тĕлĕнмелле лайăх. Производство пуррипе Пучинке аталанать, çамрăксем яла юлаççĕ. Асăннă завод вырăнĕнче маларах «Красный партизан» колхозăн председателĕн Анатолий Павловăн пуçарăвĕпе консерва цехĕ тунă пулнă. Сăмах май, Совет Союзĕ вăхăтĕнче çĕршывра «Красный партизан» ятлă 50 колхоз пулнă. Паянхи куна вăл Йĕпреç хутлăхĕнче кăна упранса юлнă. Çав вăхăтрах вĕсем статусне улăштарман, кооператив йĕркелемен. Кунта паянхи кунчченех — колхоз. «Вечный зов», «Кубанские казаки» фильмсенче те, вулаканăм ас тăвать пулĕ, колхоз ячĕ — «Красный партизан». Çичĕ çул каялла Чĕмпĕртен килнĕ инвесторсем консерва цехĕ вырăнĕнче сĕт-çу çавочĕ уçнă. Малтанах сĕт пуçтарса сивĕтнĕ, унтан услам çу, хăймаллă сĕт тума тытăннă. Унтан сĕте типĕтсе сутма тытăннă. Паянхи кун завод талăкра 10-12 тонна услам çу, 18 тонна хăймаллă сĕт тăвать, 250-300 тонна сĕт йышăнать. Паян кунта 100 çын ĕçлет. Ытларахăшĕ — Пучинкерен. Çавăн пекех кÿршĕ ялсенчен те çÿреççĕ. Сыр тумалли çĕнĕ линие хута ярсан тепĕр 20 çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ.Чăваш ялĕнчи сĕт юр-варне федерацин Атăлçи округĕнчи пур региона та ăсатаççĕ. Челябинска, Екатеринбурга, Мускава тата ытти регионсене. Хальхи вăхăтра заводра Испанирен кÿрсе килнĕ оборудование вырнаçтараççĕ. Кунсăр пуçне завод территорийĕнче каяшсене тасатмалли сооружени тума пуçланă. Оборудование вырнаçтарма тытăннă, унта газ тата шыв линийĕсене илсе пынă. Ăна авăн уйăхĕнче туса пĕтерсе ĕçе яма палăртаççĕ.
Ун хыççăн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Йĕпреç районĕн тĕп больницинче, «Патвар» ФОК-ра пулчĕ. Вĕсенче иккĕшĕнче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Сиплев учрежденине юсаса çĕнетме 24 миллион тенкĕ уйăрнă, «Нептун» ООО-па килĕшÿ тунă. Паянхи куна обьектăн 80 проценчĕ хатĕр темелле. Халĕ шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Ĕçсене çурла уйăхĕн юлашки кунĕсем тĕлне вĕçлемелле. Подрячикпе проект документацине лайăх туманнипе кунта ĕçсем кая юлса пыни палăрчĕ. Çавăнпа Олег Алесеевич вĕсене укçа-тенкĕ енчен пулăшмаллине палăртрĕ. ФОК-ри юсав ĕçĕсене те асăннă подрядчиках пурнăçлать. Кунта та, шел те, ĕçсем палăртнинчен каярах юлса пыраççĕ. Йĕпреç поселокĕнчи Комсомольски урамĕнче паянхи кун строительсем тротуарсем сараççĕ, хунарсем вырнаçтарас енĕпе ĕçлеççĕ.
Олег Николаев Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейне те çитсе курчĕ. Аваллăх управçин пуçлăхĕ Надежда Климович пĕлтернĕ тăрăх, ăна 1980 çулта уçнă. Кунта паян 6000 пин ытла экспонат упранать. Вăл пĕр гектар çурă территори йышăнать. Çулталăкне музее 6000 ытла çын çитсе курать. Туристсем кунта Швейцарирен те, Голландирен те килсе курнă. Паянхи кун кунта картина галерии музей фончĕн управне /хранилищине/ тумалла. Музей экспоначĕсенчен ытларахăшĕ паян ятарлă пÿлĕмсенче упранмаççĕ. «Ку музей — чăвашсен ахах-мерченĕ. Чăваш Енре туризма аталантрма мĕнпур услови пур», - терĕ Олег Алексеевич чăвашсен авалхи çурчĕсене, кĕлечĕ-ампарне, тимĕрçĕ лаççине кĕсе курнă хыççăн. Сăмах май, территорие тирпей-илем, хăтлăх кĕртес енĕпе куллен ĕçлеççĕ. Кашни уйăхрах экологи субботникĕсем йĕркелеççĕ.
Олег Николаев ĕнерех Йĕпреç районĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ. Халăха хумхантаркан ыйтусем кăсăклантарчĕç ăна. Йĕпреçсем хăйсене ытларах çулсем тата çутă ыйтăвĕ шухăшлаттарнине пĕлтерчĕç. Энтриел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Коннов ялсене уйăрнă 100 пин тенкĕпе ял халăхĕ масара тирпейлеме тата урамсене çутăсемпе тивĕçтерме йышăннине пĕлтерчĕ. Хурамалсем те çак укçапа çутă тунă, стела лартнă. Йĕпреç поселокĕнче те нухрата урамри çутта тата стела тума янă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ял çыннисенчен ытларахăшĕ ку укçана çулсене тÿрлетме яма ыйтни çинчен пĕлтерчĕç. Анчах ăна çав тĕллевпе усă курма юрамасть-мĕн. «Çул ыйтăвĕ унччен те пулнă. Халĕ те пур. Малашне те пулĕ. Ку укçа — республика 100 çул тултарнипе панă парне. Парнене вара çийĕнчех илмелле», - ăнлантарчĕ Олег Алексеевич. Березовка ял тăрăхĕнче ку нухратпа 6 ялта стела хăтланă, клуб валли музыка аппаратури туяннă. Йĕпреç поселокĕнче пурăнакан моряксем хĕсметре тăнă моряксен ячĕпе стела лартасшăн-мĕн. Анчах якоре ниçтан та тупаймаççĕ имĕш. Çавăнпа та ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевран пулăшу ыйтрĕç. Хурамалсем çĕнĕ клуб тăвасшăн. Буинск поселокĕнче вара вăрманлă вырăнта 120 çул каялла уçнă масар тулса кайнă, çĕннине уçмалла… Ку енĕпе йывăрлăхсем сиксе тухнă. 1937 çулта уçнă культура вучахне вара ретро йышне кĕртмелле… Çĕрпÿелпе Пĕчĕк Патăрьел ялĕсенче клуб та, медпункт та, лавкка та хупăннă. Лавкки кирпĕч çуртран пулнă-мĕн. Çак çуртран икĕ ял çыннисем культура çурчĕ хăтласшăн. Анчах каллех ыйтусем сиксе тухнă, райпопа калаçса татăлма çук-мĕн… Олег Алексеевич пур ыйтăва та хурав пачĕ, пулăшма шантарчĕ.
Комментировать