Федераци хыснинчен укçа мĕншĕн куçмасть?
Ял хуçалăхĕн мĕн пур харпăрлăхлă предприятийĕсем производствăна ÿстерме кредит нумай илеççĕ. РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн банка тавăрмалли проценчĕн пĕр пайне хыснаран уйăракан субсидирен саплаштармалла. Патшалăх хăйĕн тивĕçне мĕнле пурнăçлать-ха? Ыйтăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина КОШКИНА хуравлать.
- Агропромра продукци туса илекенсемшĕн вăл юлашки çулсенче çивĕчленчĕ, - терĕ Ирина Николаевна. - Банксем министерствăна пĕлтернĕ тăрăх - ял ĕçченĕсем çулленех кредит илеççĕ. Вăл 2008 çулта - 3,7, 2013 çулта - 7,2, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 2,5 млрд тенкĕпе танлашнă /2014 çул вĕçлениччен 5,6 млрд тенке çитес шанăç пур/.
- Раççей Федерацийĕ чăваш хресченне кăçал епле пулăшнă?
- Утă уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне Раççей Ял хуçалăх министерстви Чăваш Ене кредит проценчĕн пĕр пайне саплаштарма 798,4 млн тенкĕлĕх субсиди куçарса панă. 538,3 млн тенке, республикăна çитнин 67%, ĕçе кĕртнĕ.
- Юлашки уйăхсенче ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем федераци субсидийĕпе саплаштармалли пай хресченсене йывăрлăха кĕртни пирки лару-канашлура час-часах сăмах хускатаççĕ. Раççей Ял хуçалăх министерствин республика умĕнчи парăмĕ мĕн чухлĕ пухăннă?
- 2012 çулта - 62 млн тенкĕ. 2013 çулта вăл 97,6 млн тенкĕ хушăнса 160,3 млн тенке çитнĕ. Ку - кăçалхи субсиди калăпăшĕн 20,1%.
- Пирĕн аграрисемшĕн пысăк цифра. Ертÿçĕсем ахальтен пăлханмаççĕ иккен. Федераци хăйĕн тивĕçне пунăçламанни республикăна тата хăш енĕпе ура хурать?
- Чăваш Енĕн укçа-тенкĕн çитес çулталăкĕнче чи малтанах маларахри парăмпа татăлма тивет. Раççей Ял хуçалăх министерстви регионсене федераци субсидине уйăрнă чухне ăна шута илмест. Çак лару-тăру ял хуçалăхне инвестици хывса паянхи пурнăç ыйтакан производство йĕркелеме, пĕтĕмлетсе каласан - региона аталантарма чăрмантарать.
- Тен, «çÿлтисем» регионсене çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентеççĕ?
- Калама пултараймастăп. Пирĕн министерство ку ыйтăва Раççей Ял хуçалăх министерстви умне пĕрре çеç мар лартнă.
- Хресченсене хÿтĕлесе тĕрĕс тăватăр. Пирĕн министерство ертÿлĕхне ку ыйтупа ÿлĕм лайăхрах ĕçлеме вăй-хал сунатăп. Çапах та процент ставкине тавăрас тĕлĕшпе çĕнĕ хыпар пур-и?
- Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раççей Ял хуçалăх министерствин сайтне инвестици кредичĕн проценчĕн пĕр пайне саплаштарма федераци субсидийĕ валеçмелли проект вырнаçтарчĕç. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Ене 83,3 млн тенкĕ уйăрма пăхаççĕ. Ку - инвестици кредичĕн процентне саплаштармалли мĕн пур субсидин 85%.
- Çав пулăшăва мĕнле тивĕçмелле?
- Раççей Правительстви 2012 çулта федераци хыснинчен регионсене субсиди уйăрмалли йĕрке çирĕплетнĕ. Раççей Ял хуçалăх министерстви унпа килĕшÿллĕн инвестици проекчĕсен конкурсне ирттернĕ хыççăн укçа уйăрать.
- Унта пирĕн аграрисем хутшăнаççĕ-и?
- ЧР Ял хуçалăх министерстви вĕсене пулăшас тĕллевпе министерствăн АПКна кредит уйăрассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен комиссине инвестицин 283 проектне /1,046 млрд тенкĕлĕх/ ярса пачĕ. Вĕсене йышăнсан Раççей Ял хуçалăх министерстви çирĕплетсен республика инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме федераци хыснинчен 109 млн тенкĕ илĕ.
- Комисси вĕсене тишкернĕ-и? Мускавран ырă хыпар пĕлтермерĕç-и?
- Проектсене пăхса тухни пирки шарламаççĕ. Тĕрĕссипе, Ял хуçалăх министерстви конкурс хăçан иртессине те пĕлтермен-ха.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă