«Власов хушамат вăрçăра кансĕрлемерĕ»

5 Авг, 2014

Вăл, 89 çулти шур сухал, манпа паллашнă хыççăн тăванне курнă пекех хĕпĕртерĕ. Ара пирĕн хушамат пĕрешкел-çке. Калаçу çăмхине сÿтме пуçласан та пĕрех лăпланмарĕ-ха мучи. «Çапах та аякри хурăнташсем мар-и-ха эпир?» - текелерĕ. Чăваш Енре Власов хушамат сайра тĕл пулнăран çапла каларĕ ĕнтĕ вăл. Сăмахăм - Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçра пурăнакан Николай Власов пирки. Николай Максимовичăн хваттерĕн алăкĕ çине «Кунта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пурăнать» тесе пысăк сас паллисемпех çырса çапнă, хĕрлĕ çăлтăр ÿкерсе хунă. Мĕнех, питĕ аван. Ара Энĕшпуç ял тăрăхĕнче вăрçа хутшăннисенчен вăл кăна юлнă-çке.

Унăн хваттерĕ пĕр-пĕр штаб пекех. Стенасем çинче - Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем. Тĕп вырăнта - Иосиф Сталин портречĕ. Николай Максимович тертлĕ çамрăклăхне те, вăрçă çулĕсене аса илчĕ, мирлĕ вăхăтра председательте, агрономра ĕçленĕ вăхăта куç умне кăларчĕ. «Эпĕ Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕнче ирçе çемйинче çуралнă. Шкулта вырăсла вĕренеттĕмĕр. Чăвашсемпе юнашар пурăннăран чăваш чĕлхине те пĕлнĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ 5 чĕлхене тĕшмĕртетĕп. Вырăс, чăваш тата ирçе чĕлхисене тăван чĕлхе шутне кĕртетĕп. Кунсăр пуçне нимĕç тата китай чĕлхисене те пĕлетĕп. 1937 çулта /эпĕ ун чухне 12-ре пулнă/ аннене Улатăр тĕрмине хупрĕç. Чиркÿ ĕçĕсене тунă çĕре хутшăннă вăл. Курайманнисем вара ун пирки: «Совет влаçне хирĕçле сас-хура сарать»,- тесе каланă... 1941 çулта шкултан Хисеп хучĕпе вĕренсе тухрăм. Пире, вун пиллĕкри ачасене, вăрмана милĕк хатĕрлеме илсе кайрĕç. Чÿк уйăхĕнче вара Улатăр çывăхне окопсем чавма ăсатрĕç. 1942 çулта çурла уйăхĕнче Аслă Арапуç /ун чухне вăл Первомайски район центрĕччĕ/ пире йывăç автоматсемпе вăрçа кайма хатĕрлеме пуçларĕç. Виçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн Канаша илсе кайрĕç, унтан тÿрех фронта лекрĕмĕр. Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăнтăмăр. Каярах партизансен хулине - Спасска - илсе кайрĕç. Хабаровскри çар училищине лекрĕм. Элĕк тăрăхĕнчи чăваш каччипе Николай Горбуновпа пĕрле вĕренеттĕмĕр. Пĕрлех çăпата тăваттăмăр. Вăл - чăваш, эпĕ ирçе çăпатине хуçаттăм»,- иртнине аса илетчĕ Николай Максимович. Анчах пĕррехинче ăна яппун сăвăсĕ сăхнă-мĕн. Чылайăшĕ унăн наркăмăшне тÿсеймест-мĕн, çын самантрах вилме пултарать. Николай Власов тăн çухатать, ăна çийĕнчех больницăна ăсатаççĕ. «Температура 40 ытла пулнăччĕ. Госпитальте пĕр уйăх выртма тиврĕ. Пĕррехинче куçа уçрăм та - умра хĕр тăрать. Манпа тап-таса ирçе чĕлхипе калаçать. Вăт епле пăхнă вăрçă вăхăтĕнче салтаксене, ирçе чĕлхине пĕлекене ятарласа тупнă вĕт! Госпиталь хыççăн мана çар училищине тек илмерĕç, снайперсен шкулне çамрăксене вĕрентме ячĕç. Яппун вăрçине те, Китай вăрçине те хутшăнма тиврĕ. Вунă çул çарта пултăм. Вăрçă вăрçах, ăна нихăçан та ырламалла мар. Е сана вĕлереççĕ унта, е хăвăн тăшмана вĕлерме тивет»,- пĕтĕмлетрĕ ветеран.

- Калăр-ха, Власов хушамат вăрçă вăхăтĕнче чăрмав кÿмен-и сире?- чăннипех пĕлес килчĕ манăн.

- Хăш-пĕри, чăн та, хушаматпа интересленетчĕ. «Эсир сутăнчăк Власовпа хурăнташлă мар-и?» - тесе ыйтакан та пулнă. Хăш-пĕр Власов хушаматне те улăштарнă тенине илтнĕччĕ. Эпĕ вара ăслă çын пĕрех ман пирки начар шухăшламасть, расна икĕ япалана çыхăнтармасть теттĕм. Хамăн хушамата яланах килĕштернĕ.

- Ирçесен хушшинче Власов хушаматлисем йышлăн-им?

- Власов - вырăс хушамачĕ, Влас, Власси ятран пулса кайнă. Ирçесен хушшинче Власовсем йышлăн пулнă. Эпир ялта иккĕмĕш, виççĕмĕш сыпăкри пичче-шăллăмсемпе пурĕ аллăнччĕ. Анне енчисем Михеев хушаматпа çÿретчĕç. Власовсем çивĕч ăслă, анчах йывăртарах характерлă пулнипе уйрăлса тăратчĕç. Халĕ чылайăшĕ пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Эпир 5 пĕр тăван ÿснĕ. Пурте ертсе пыракан должноçсенче ĕçленĕ.

1950 çулта яла таврăнсан Николай Власова Первомайски райкомне инструкторта ĕçлеме илеççĕ. Анчах ман пирки пĕри: «Унăн амăшне 1937 çулта репрессиленĕ, унăн райкомра ĕçлеме юрамасть»,- тесе пĕлтернĕ-мĕн. Çапла вара манăн райкомпа сыв пуллашса Ирçе Çармăс ялĕнчи «Новая сила» колхозăн «тилхепине» туртма тиврĕ. Халăхпа çывăхрах пулас тесе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академинче пĕлÿ илтĕм, ученăй агроном пулса тăтăм. Шăпа Йĕпреç районĕнчи Хурамалти Ленин ячĕллĕ хуçалăха та илсе çитерчĕ, унта та председательте ĕçлерĕм. Пĕтĕмпе 2 теçетке çул председательте вăй хунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче мана «Социализм Ĕçĕн Геройĕ» хисеплĕ ята парасшăнччĕ. Анчах та манăн патшалăха 20 тонна аш-какай памаллаччĕ! Пĕр кĕтÿ ĕне вĕт-ха вăл! «Ăхă, эпĕ ыран герой пулса тăрăп, анчах çынсен куçĕнчен епле пăхăп»,- тесе хăраса ÿкрĕм эпĕ. «Мана нимĕнле хисеплĕ ят та кирлĕ мар»,- терĕм. Вăт вара ĕçрен кайма тиврĕ. Кун хыççăн пĕр хушă мана ниçта та ĕçе илесшĕн пулмарĕç. Йĕпреç, Пăрачкав район администрацийĕсене çитрĕм, ниçта та тĕп агроном кирлĕ мар-мĕн. Е «кĕçех хамăрăн агроном пулмалла, кĕç-вĕç вĕренсе пĕтермелле» е «ку штата кĕскетнĕ»...- ассăн сывларĕ манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм.

Çапла шăпа ăна Вăрмар тăрăхĕнчи Энĕшпуçне, «Авангард» совхоза илсе çитерет. Николай Власов асăннă пысăк хуçалăхра тĕп агрономра ĕçлесе пенсие тухнă. Ĕçре пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрнăшăн нумай-нумай Хисеп хутне, парнене тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе Зоя Филипповнăпа 5 ача пăхса ÿстернĕ. 7 мăнукпа, 3 кĕçĕн мăнукпа йăпанать паян ватă. Шел, мăшăрне 60 çул пĕрле пурăннă хыççăн 2008 çулта юлашки çула ăсатма тивнĕ Николай Максимовичăн. Шур сухал паян тăван ялĕшĕн /унта 20 яла яхăн кайман/, ирçе чĕлхишĕн тунсăхлать. «Ирçелле калаçнине пĕрре те илтместĕп, чĕлхе манăçса пырать. Чăваш чĕлхине лайăхрах та пĕлетĕп мар-и?» - пытармарĕ вăл. Николай Власов хăйне манманшăн, вăрçă ветеранĕ тесе хисеп тунăшăн ялти культура ĕçченĕсене чĕререн тав турĕ.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ