«Пĕр эсĕ çеç çунатлантаратăн мана»

4 Авг, 2014

Ку çырусене 70 çул каялла Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç каччи Василий Иванов Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен Нина Васильева патне янă. Вулаканăм, эсĕ те паллашсам вĕсемпе.

Сывă-и, юратнă савни Нина!

Малтанхи йĕркесенчех эпĕ сана, Нина, чунтан-вартан юратса 1945 çул çитсе килнĕ ятпала саламлатăп! Праçнике лайăх, савăнăçлă ирттерме сĕнетĕп.

Ку çырăва кĕске кăна çыратăп, çавăнпа та тархасшăн ан çилен. Санран эпĕ çыру тăтăш илсе тăратăп, уншăн питĕ пысăк тав сана, юратнă савни Нина. Мана юратса, хисеплесе çырусем çырнăшăн. Малашне те çырма ыйтатăп. Вĕсене илсе вуласан кăмăл çĕкленсе каять. Сан патна эпĕ Çĕнĕ çул ячĕпе хамăн сăн ÿкерчĕке ярса парас тенĕччĕ, шел, ÿкерттереймерĕм. Мана курас килсессĕн малтанхи сăн ÿкерчĕке пăх. Иртнĕ кунсене аса ил, эпир пĕрле çÿренине куç умне кăлар. Эпĕ санран тахçанах сăн ÿкерчĕк ыйтнăччĕ. Анчах темшĕн çаплах ярса памастăн. Мана юратса пурăнатăн тăк - пĕр сăн ÿкерчĕке ан шелле ĕнтĕ. Сана питĕ-питĕ курас килет! Часрах ярса пама тăрăшсам!

Халĕ эпир Мĕтрипе иксĕмĕр пĕр чаçрех тăратпăр. Хальлĕхе улшăнусем çукрах-ха. Кĕçех урăх вырăна куçатпăр. Çĕнтерÿ ялавне çакма Берлин еннелле талпăнатпăр. Хальлĕхе сывă юл. Адрес киввиех. Хыттăн-хыттăн чуп тăватăп.

1944 çулхи раштавăн 15-мĕшĕ, Кандалакша хули.

Салампа санăн Ваçуку.

 

Сывă-и, Нина!

Паян эпĕ санăн çырăвна илсе вуларăм та тÿрех хурав çырма лартăм. Нумай çырмăп, мĕншĕн тесен вăхăт халĕ çур çĕр иртни виçĕ сехет. Кăшт канса та илмелле. Манăн юлташ та сана салам çырма ыйтрĕ. Хальлĕхе сывах-ха эпĕ. Кăмăл та начарах мар.

Ялти хыпарсене питĕ пĕлес килет. Мĕнле пурăнать пирĕн Ванькка пиччесен Петти? Вăл та çыру çырма пăрахрĕ. Паллах, вăхăт сахал, ĕçлеççĕ пулĕ. Нина, санăн та халĕ, юлашки вĕренÿ çулĕнче вăхăт сахал пулĕ-ха. Апла пулин те ман пата çыру çырма ан пăрахсам. Пĕрле ирттернĕ кĕске çĕрсем асрах-ха. Ун чухне эпир çамрăкрах пулнă, юрату мĕн иккенне пĕлмен. Сывă юлсан сирĕн урам варринче каллех тĕл пулăпăр, шурăмпуçа пĕрле кĕтсе илĕпĕр. Халĕ акă санăн сăн ÿкерчĕке пăхатăп та тĕлĕнетĕп - эпир çак кĕске вăхăтра нумай улшăннă. Пирĕн пуçри шухăшсем те кашни кунах ылмашса пыраççĕ. Мĕншĕнне эсĕ хăвах лайăх ăнланатăн. Эсĕ пĕрех мана ан ман! Çырăва вĕçлетĕп. Хĕр тусна, Капăна, салам кала! Хыттăн чуп тăватăп сана, хурав кĕтетĕп.

Салампа Ваçук.

1945 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕ.

 

Ырă кун, юратнă савни!

Çырăва малалла шăрçалама пуçличчен эпĕ сана, Нина, чунтан-вартан юратса ыталаса чуп тăватăп. Паян ир-ирех сан патна çыру çырма лартăм. Эсĕ манран питĕ аякра пурăнатăн, çавăнпа пирĕн хальлĕхе çыру урлă кăна калаçма тивет. Пĕр вăхăт сан патна çырусем çыраймарăм, куншăн пĕрре те ан кÿрен. Эсĕ хăвах пĕлетĕн, эпĕ çар çынни. Эпир Кандалакша хулинчен Житомира куçса килтĕмĕр. Житомир - пысăк хула, анчах питĕ аркатса пĕтернĕ. Ватман, ишмен çурт сахал юлнă. Çанталăк кунта аван тăрать. Апат-çимĕç темĕн те пур. Пан улми, тĕрлĕ улма-çырла, апельсин, хĕвел çаврăнăш, арпус... Кунта вăрçă пулнă пулин те апат-çимĕç те, тумтир те питĕ йÿнĕ! Пĕр литр сĕт 10 тенкĕ тăрать. Пĕр стакан хĕвел çаврăнăша 3 тенкĕллех параççĕ. 5 пан улмишĕн 3 тенкĕ ыйтаççĕ. Çăкăр - 10 тенкĕ. Кунти клубсемпе кинотеатрсем пĕтĕмпех çуннă. Эпир Мĕтрипе пĕрлех, пĕр чаçрех. Пĕр çĕр пÿртрех выртса тăратпăр. Час-часах килтисене, тăвансене аса илетпĕр. Кĕçех çапăçăва кĕме тивет. Чĕрĕ юласси пулать-и, çук-и? Сан патна çыру тата çырайăп-ши, çук-ши? Нина, хальлĕхе сывă пул. Ялти хĕрсене салам кала. Çепĕççĕн ыталаса хыттăн чуп тăватăп.

Санăн Ваçуку.

1945 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕ. Житомир хули.

 

Ырă кун, юратнă савни!

Малтанхи йĕркесенченех йышăнсам Житомир хулинчен питĕ пысăк, çар саламне! Хальлĕхе сывах-ха, чĕрех-ха. Мĕтрипе пĕр чаçрех çапăçатпăр. Кăрлачăн 25-мĕшĕнче пирĕн чаçе Гварди ят пачĕç. Çак кунсенче тата "Гвардия" значок памалла. Эсĕ те Нина пире çак çитĕнÿсемпе саламлама пултаратăн. Кĕçех питĕ хĕрÿ çапăçусем пулмалла. Пирĕн тĕп тĕллев - нимĕçе çапса аркатасси. Сывă те юлатпăр ĕнтĕ, те çук? Хама йывăр самантсенче яланах сана аса илетĕп. Пĕр эсĕ кăна çунатлантаратăн мана. Санран сăн ÿкерчĕк кĕтсе илеймерĕм-ха. Тархасшăн ярса пар. Эсĕ те хăвна упрама тăрăш. Хальлĕхе чипер юл.

Салампа Василий Иванович.

1945 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕ, Житомир хули.

 

Сывă-и, хаклă савни?

Йышăнсам манран хĕрÿллĕрен те хĕрÿллĕ салам! Салампа пĕрлех сана çирĕп-сывлăх, ăнăçусем сунатăп. Эпĕ сывах, Мĕтрипе пĕрлех çапăçатпăр. Эпир Вена хулинче пиллĕкмĕш кун ĕнтĕ. Ку хула питĕ пысăк. Культурăллă, илемлĕ. Кунта йăлт вуншар хутлă çуртсем! Хулана ытлашши ишсе пĕтермен. Мирлĕ вăхăтри пекех лавккасем ĕçлеççĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах сентрисем туп-тулли. Темĕн те пур! Кунсем ерипен иртеççĕ. Тăтăш тăшман самолечĕсене пере-пере антаратпăр, танкĕсене çунтарса яратпăр. Майрасем нумай кунта, анчах вĕсемпе калаçма çук. Вĕсем нимĕçле кăна калаçаççĕ. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăватпăр. Гварди ялавне çĕнсе илтĕмĕр.

Каçар, нумай çырма май çук, вăхăт сахал. Сывă пул! Эпир те сывă юлма тăрăшăпăр! Салам кала юлташсемпе хĕрсене! Çыру çырсах тăр! Ачашăн ыталаса çепĕççĕн чуп тăватăп.

Санăн Ваçуку.

1945 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕ. Вена хули.

 

Пичете Роза Власова хатĕрленĕ.