Пĕтĕм йывăрлăха чăтса ирттернĕ

30 Июл, 2014

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул В.Гайдученко вун иккĕре пулнă. Каникул кунĕсене вăл Шупашкарта пурăнакан тăванĕ патĕнче ирттернĕ. Пĕррехинче Вальăна лавккана çимелли илме янă. Тÿреме халăх нумай пуçтарăннă. Унта хĕр пĕрчи вăрçă пуçланни çинчен илтнĕ.

- Паянхи пекех ас тăватăп: шăпах 12 сехетре радиопа СССР ют çĕр-шыв ĕçĕсен министрĕ В.М.Молотов калаçрĕ. Инке патне çил пек вĕçтертĕм, ăна мĕн илтнине пĕлтертĕм. Малтанах вăл мана ĕненмерĕ. Аттепе анне, инкепе йысна, пĕлĕшсем, тантăшсем хăраса ÿкни, çухалса кайни сисĕнчĕ, - аса илĕвне пуçларĕ Валентина Антоновна.

Утă уйăхĕнче йыснăшне фронта ăсатнă. Мĕн чухлĕ куççуль юхман пулĕ ун чухне? Тăшман Мускав патнелле талпăннă. Шупашкар çывăхĕнче нимĕçсен фугаслă темиçе бомби çурăлнă. Шартлама сивĕсем пуçланнă. Час-часах сывлăш тревогисем янăранă. Инкĕшĕн вунă класс пĕтернĕ хĕрĕ çĕрле тантăшĕсемпе урамра дежурствăра тăнă. Пĕррехинче çуртран инçех мар бомба çурăлнă. Унăн хумĕпе чÿрече кантăкĕсем ваннă. Унтан-кунтан тупкаласа кантăк лартнă, хаçат татăкĕсемпе хĕреслесе çыпăçтарнă.

- Манăн аттепе анне Канашра пурăннă. Унта эпĕ тăваттăмĕш класс таран пĕлÿ илнĕ. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче инке мана Шупашкара хăй патне илсе кайрĕ. Унăн хĕрĕ Зоя хăй ирĕкĕпе вăрçа кайнăччĕ. Малтан ăна Мускава, кайран фронт леш енне ăсатнă. Часах Беларуçри партизансен отрядне лекнĕ. Нимĕç самолечĕсем Волова Гора ялне бомбăсем пăрахсан Зоя Семенова çут тĕнчерен уйрăлнă. Çар комиссариатĕнчен унăн паттăрлăхне уçса паракан документсем килчĕç. Чăваш поэчĕ Стихван Шавли ун çинчен сăвă та çырнă, сăн ÿкерчĕкне Шупашкарти музея вырнаçтарнă. Зоя вĕреннĕ шкула ун ятне пачĕç. Вăрçă хыççăн инкене кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕнче тĕл пулăва чĕнетчĕç, - аса илÿ çăмхине малалла сÿтрĕ Валентина Антоновна.

Вальăн йыснăшĕ фронтра пуç хунă. Ашшĕ депора пăравус машинисчĕн пулăшуçинче ĕçленĕ. Пирĕн çарсем наступление куçсан машинистсемпе вĕсен пулăшуçисене тăшманран тасатнă облаçсене ĕçлеме янă. Канаша 1945 çул вĕçĕнче таврăннă.

В.Гайдученко 1944 çулта çичĕ класс пĕтернĕ. Малалла вĕренес шухăшлă пулнă. Амăшĕ хĕрĕ валли Канаш станцийĕнче ĕç тупнă: авăн уйăхĕнче Валентина операторта тăрăшма тытăннă. Амăшне талăкне 400 грамм, хăйне 500 грамм çăкăр илме карточка панă. Çакă вĕсемшĕн чăннипех те пысăк телей пулнă.

Çав çулах раштав уйăхĕнче станцире ĕçлекенсене çĕр кăмрăкĕ çитменнипе Вăрнар районĕнчи Пинер ялĕ çывăхне вутă хатĕрлеме янă. Сивве пăхмасăр, сывлăхне хĕрхенмесĕр кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. Хатĕрленĕ вутта пăравуссене ĕçлеттерме ăсатса тăнă. Вăрмантан таврăнсан Валентинăна станци дежурнăйĕн операторне лартнă. Талăкĕпе канмасăр тенĕ пек ĕçлеме тивнĕ. Çĕрлесенче краççын лампи çутипе ларнă.

- Анне мана тата чукун çул училищинче вĕренекен шăллăма выçă лартас мар тесе ял тăрăх çÿресе килти япаласене çĕр улмипе улăштаратчĕ. Вăл килсен чăн-чăн уявччĕ. Эпĕ комсомолка пулнă. «Комсомол Чувашии» бронепуйăс тума укçа пуçтарнине, ăна фронта митинг туса ăсатнине пит лайăх ас тăватăп. Эвакуаципе килнисем нумайччĕ. Туслă пурăннă эпир вĕсемпе. Вăрçă вăхăтĕнче çынсем ырăрахчĕ, кăмăлĕпе çемçерехчĕ. Ял ачисем çимелли килсе паратчĕç. Шупашкарти госпитале концертсемпе çÿреттĕмĕр, аманнисене махорка хутаççисем çĕлесе, ăшă нускисем çыхса параттăмăр, - малалла калаçрĕ тыл ветеранĕ.

1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Валентина Антоновна кунĕпех ĕçленĕ. 10 сехетре çар эшелонĕ çитнĕ. Салтаксем вăрçă пĕтнине пĕлтернĕ. Вĕсем вакунсенчен купăс каласа, юрă юрласа тухнă. Вĕсемпе пĕрле Канаш çыннисем те савăннă. Майĕпен пурнăç йĕркеленсе пынă.

- Чукун çул çинче ĕçлени мана дисциплинăна пăхăнма, кăмăла çирĕплетме, çын нушине ăнланма, ăна пулăшма вĕрентрĕ, - вĕçлерĕ сăмахне В.Гайдученко.

 

Виталий АЧЧА.

Канаш хули