Тĕнче чемпионачĕн волонтерĕсем тĕл пулчĕç

6 Сен, 2019

Паян Шупашкарти Çамрăксен пуçарулăхĕсен центрĕнче чи пултаруллă волонтерсем пухăнчĕç. Вĕсем — çурла уйăхĕн 22-27-мĕшĕнче Хусанта иртнĕ ĕç профессийĕсен Пĕтĕм тĕнчери WorldSkills чемпионата хутшăнакансем.

Чăваш Ен çамрăкĕсем пысăк мероприятире хастаррăн тăрăшнă. 25 çынна маларах суйласа илнĕ, çирĕп тĕрĕсленĕ. Чи кирли — акăлчан чĕлхи пĕлни. Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен чемпионата пуçтарăннă профессионалсемпе шăпах çак чĕлхепе хутшăнма тивнĕ волонтерсен. Вĕсем экскурси те ирттернĕ, ăмăртăва хутшăнакансене кирлĕ çĕре çитме пулăшнă, хăнасене кĕтсе илнĕ, апатланăва йĕркеленĕ... Хăш-пĕр волонтера вара ăнăçнă: конкурс иртекен лапамсенчех ĕçленĕ. Паллах, хăйсене куçаруçă пек те кăтартнă.

Тĕнче чемпионатне волонтер пек хутшăнмашкăн Çамрăксен пуçарулăхĕн центрне 1500 заявка килнĕ! Вĕсенчен 25-ĕшĕ çеç Хусана каймашкăн тивĕçнĕ. Чи маттуррисене кирлĕ пек ĕçленĕшĕн саламламашкăн ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Алексей Гурьев çитрĕ. Вăл уйрăмах хастар волонтерсене дипломпа чысларĕ, чемпионат хыççăнхи кăмăл-туйăм пирки ыйтса пĕлчĕ.

 

Рубрика: 

Комментировать