Паллă режиссер пурнăçран уйрăлнă

2 Сен, 2019

Хурлăхлă хыпар çитрĕ паян. Пултаруллă çын, кино тата телережиссер Владимир Карсаков йывăр чирленĕ хыççăн вилнĕ.

«Салам» предприяти ĕçне йĕркеленĕскер кĕске илемлĕ фильмсем ÿкернĕ. Владимир Карсаков Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче пулас операторсемпе кинорежиссерсене вĕрентнĕ. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ фестивальпе конкурса хутшăнса пултарулăх кăтартаççĕ, чăваш тĕнчипе паллаштараççĕ.

Владимир Карсаков Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче çуралса ÿснĕ, Хусан патшалăх культурăпа искусство академийĕнче пĕлÿ илнĕ. Вăл 58 çулта пулнă. Пултаруллă режиссер пирĕн асра пурăнĕ.

Рубрика: 

Комментировать