Кашни ял тăрăхĕнчех шыва кĕмелли вырăн кирлĕ

20 Мая, 2019

Çуллахи кунсем çывхарнă май шыв çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем мала тухаççĕ. Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министр Вениамин Петров ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе республикăра 13 пляж, шыва кĕмелли 42 вырăн йĕркелеме палăртнă. Ун шучĕпе, ку питĕ сахал, кашни ял тăрăхĕнчех çавнашкал вырăнсем пулмалла. Вĕсене водолазсене явăçтарсах тĕрĕслемелле — хăрушлăха сирмелле.

Чăваш Енре çынсем шывра вилесси çулленех чакса пырать пулин те министр сыхлăха çирĕплетес енĕпе тата та çине тăрарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Ачасем тĕлĕшпе пушшех тимлĕх кирлĕ. Виçĕм çул ачасем вилнĕ тĕслĕхсем пулман, пĕлтĕр вара 6 ача пурнăçĕ татăлнă. Унашакалли кăçал та пулма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ — Елчĕк районĕнчи инкек пирки эпир иртнĕ эрнере çырнăчччĕ. Çавна май Вениамин Иванович ачасене ишме вĕрентесси пысăк пĕлтерĕшли пирки пусăм тусах каларĕ. Бассейнсем пур — ку енĕпе уроксем ирттермешкĕн условисем çителĕклĕ. Тепĕр самант — шыва кĕме йĕркелемен вырăнсенче çынсем ÿсĕрле путнă тĕслĕх нумаййи. Пĕлтĕр, сăмахран, шывра путнипе çыхăннă 17 инкекрен 12-шĕнче çынсем ÿсĕр пулнă.

Хăрушсăрлăх пирки калаçу пуçарнă май иртнĕ эрне вĕçĕнче паллă мар çынсем каллех тĕрлĕ объекта взрыв хатĕрĕсем хуни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ тĕслĕхсем пирки те сăмах пулчĕ. Транспорт инфратытăмĕн виçĕ объектĕнчен /вокзалсем, аэропорт/, 6 суту-илÿпе кану комплексĕнчен çынсене эвакуацилеме тивнĕ. Каллех — суя шăнкăравсем. Çакăн пирки пĕлтернĕ май Михаил Игнатьев çынсем кăмăлсăр пулма пултарасси пирки те каларĕ, влаçсене ăнланма ыйтрĕ: «Суя е суя мар — çакна тĕрĕслев ирттермесĕр пĕлейместпĕр вĕт. Çынсене вăхăтлăха эвакуацилемех тивет. Çакă чи малатанах вĕсен хăйсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме кирлĕ».

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать