Чирлесен эмелсĕр ураланаймăн...

20 Июн, 2014

Халăха эмелпе тивĕçтересси медицина пулăшăвĕн тĕп пайĕсенчен пĕри шутланать тата ăна кирлĕ чухлĕ уйăрнипе общество членĕсен сывлăх шайĕ, çавăнпа пĕрлех пурнăç тăсăмĕпе пахалăхĕ тÿрремĕнех çыхăннă.

Асăннă тытăм аталанăвĕн приоритетлă çул-йĕрне Раççей Предиденчĕн В.Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 598-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ Раççей Федерацийĕнче пурăнакансене 2025 çулчченхи тапхăрта эмелпе тивĕçтермелли Стратегире палăртнă.

Унăн тĕп положенийĕсем пирĕн хутлăхра Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли палăртнă "Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ" патшалăх программин "Эмелпе, çав шутра амбулатори условийĕсенче, тивĕçтерес тытăма çĕнетсе улăштарасси" çум программи тăрăх пурнăçа кĕреççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова республикăра пурăнакансене 2014 çулта эмел препарачĕсемпе тивĕçтерессине йĕркелени çинчен пĕлтернĕ.

Çакăн çинчен "Хыпар" хаçатăн çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнчи номерĕнче тĕплĕнрех паллаштарнă.

Валентина СМИРНОВА

Рубрика: