«Хыпар» издательство çурчĕн «Самант» журналĕ вулакансене пухать

29 Янв, 2019

Паян Республикăри ача-пăча тата çамрăксен библиотекинче Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларĕмĕсен ĕçченĕсемпе, Елена Атаманова редакторпа тата Валентина Федорова корреспондентпа, тĕл пулчĕç.

«Банковское дело» специальноçа алла илме хатĕрленекенсем вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенпе Валентина Михайловăпа килнĕ. Ушкăнра пурте чăваш мар пулин те студентсем «Самант» журнала хапăл тусах йышăнчĕç. Хăшĕ-пĕри пирĕн кăларăмсемпе туслă. Ача чухне нумайăшĕ «Тетте» журнала юратса вуланă.

Тавра пĕлÿ тата наци литератури уйрăмĕн ертÿçи Татьяна Захарова «Самант» историйĕпе паллаштарчĕ. Пурте пĕрле журналти рубрикăсене пăхса тухрĕç. Студентсем журналистсене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç. Тĕл пулу хыççăн «Самант» вулаканĕсен йышĕ ÿсессе шанас килет.

www.hypar.ru

Тина АПРЕЛЬСКАЯ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать