Чăваш Енри волонтерсем кăсăклă проектсем пурнăçа кĕртеççĕ

20 Дек, 2018

Пирĕн республикăра волонтерсен юхăмĕ студентсен çеç мар, шкулта вĕренекенсен хушшинче те аталанса, вăй илсе пырать. Акă Патăрьел районĕнчи Турханти шкулта ăс пухакан арçын ача «Куçса çÿресе металл пухакан» проект хатĕрленĕ. Ăна пурнăçланă май юрăхсăра тухнă батарейкăсене, çавăн пекех хут тата тимĕр-тăмăр пухнă. Çав укçана «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пухмачне янă. Çак тĕслĕх пирки паян ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ырă тăвакансен /волонтерсен/ ĕçне аталантарас енĕпе ĕçлекен канашĕн ларăвĕнче каласа кăтартрĕ. Вăл кăçал, Ырă тăвакансен çулталăкĕнче, çакăн пек кăсăклă нумай проект пурнăçа кĕнине çирĕплетрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кунашкал ырă ĕçсем пирки халăха ытларах каласа кăтартмалла терĕ. Михаил Игнатьев кăçал республикăра ырă тăвас сферăпа çыхăннă 1 пин ытла мероприяти иртнине, унта пĕтĕмпе 200 пин ытла çын хутшăннине палăртрĕ.

Сергей Кудряшов министр Чăваш Республикинче хальхи вăхăтра ырă тăвакансен 1,7 пин пĕрлешĕвĕ ĕçленине, вĕсен йышĕнче пĕтĕмпе 50 пин ытла волонтер пулнине пĕлтерчĕ. Вĕсен шучĕ пĕлтĕрхинчен ÿснине каларĕ. «Волонтерсем пирĕн обществăн тата республикăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ», — терĕ вăл.

Канаш ларăвĕнче волонтерсен пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем хăйсен кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕç, проекчĕсемпе тата тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. «Медик волонтерсен» шучĕ те пирĕн республикăра ÿссех пырать. Кăçал пирĕн юхăма 700 çын кĕчĕ, ку вăл 2017 çултинчен 3,5 хут нумайрах», — пĕлтерчĕ Ольга Брагина, «Медик волонтерсем» юхăмăн регионти координаторĕ. 

«Чăваш Енри православи ырă тăваканĕсем» организаци ертÿçи Илья Тумаков тĕне ĕненекен çамрăксен волонтер юхăмĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем тĕн уявĕсене, хĕресле çулсене, кĕлĕсене ирттерме пулăшнине каларĕ. Çак çамрăксене хосписсенче кĕтнине палăртрĕ.

Раççейри шырав юхăмĕн республикăри уйрăмĕн канашĕн председателĕ Евгений Шумилов паянхи кун çак уйрăма Чăваш Енри 37 шырав отрячĕ кĕнине систерчĕ. Вĕсем шырав экспедицийĕсене хутшăнаççĕ, вăрçă хирĕсенче вилнисен тăванĕсене шыраççĕ, тăванла масарсене тата палăксене пăхса тăраççĕ. Евгений Шумилов хăйне пăшăрхантаракан самантсем çинче те чарăнса тăчĕ: «Чăваш Енри пĕр вĕренÿ организацийĕ те шырав отрячĕсен ертÿçисене хатĕрлес енĕпе ĕçлемест. Ун пеккисем юнашар регионсенче те çук. Паянхи кун республикăри пĕр ертÿçĕн те çул çитмен çамрăксене вăрçă кĕрленĕ вырăнсене илсе кайма ирĕк çук. Тен, пĕр-пĕр аслă шкул никĕсĕ çинче шырав отрячĕн ертÿçисене хатĕрлеме пуçламалла?»

2019 çулхи çурла уйăхĕнче Хусанта «World Skills» стандарчĕсемпе професси ăсталăхĕн тĕнче чемпионачĕ иртет. Чăваш Енри Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ — çак чемпионат валли волонтерсем суйласа илекен тата хатĕрлекен ресурс центрĕ. Вăл виçĕ регионтан кандидатсене суйласа илет: Чăваш тата Мари Республикисенчен, Чулхула облаçĕнчен. «Волонтер пулас текенсенчен раштавăн 31-мĕшĕччен заявлени йышăнатпăр. Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 1200 заявка панă, çав шутран 70% — Чăваш Енрен», — терĕ Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕн директорĕ Юлия Аланова.

Ларура ЧР ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев аслă ăрури çынсен хушшинче волонтер юхăмĕ мĕнле аталанса пыни çинчен каласа кăтартрĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Рубрика: 

Комментировать