Пирĕн çамрăк спортсменсем 8 медале тивĕçнĕ

23 Окт, 2018

Шупашкарти тхэквондо шкулĕн воспитанникĕсем юпан 20-21-мĕшĕсенче Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Кубок Аяши» турнирта республика чысне хÿтĕленĕ.

Ăмăртусене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен — Чулхуларан, Свердловск облаçĕнчен, Ульяновскран, Самартан, Пензăран, Пермьрен, Кемĕртен, Тольяттирен, Кировран, Челябинскран, Магнитогоскран, Автономиллĕ Ямал-Ненец округĕнчен, Чăваш Енрен, Тутарстанран — 300 ытла çамрăк спортсмен пуçтарăннă. Турнир наградисене хăйсен виçе категорийĕсенче — арçын ачасемпе хĕр ачасем — 9-10, 11-13, 14-16 çултисем çĕнсе илнĕ.

Чăваш Ен командишĕн 20 çамрăк тупăшнă. Палăртма кăмăллă: пирĕн чăн-чăн маттурсем кăмăл çирĕплĕхне кăтартса регион чысне хÿтĕленĕ, республика пухмачне икĕ «ылтăнпа», пĕр «кĕмĕлпе», 5 «бронзăпа» пуянлатнă. 

www.hypar.ru

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать