Мана пурнăç парнеле!
10 Июл, 2018 | Здоровье | Акци

Утă уйăхĕн 9-15-мĕшĕсенче республикăра Пĕтĕм Раççейри информаципе çут ĕç акцийĕ иртет.

«Мана пурнăç парнеле!» марафонăн тĕп тĕллевĕ — хальхи вăхăтра аборт ыйтăвĕ çивĕч тăни пирки асăрхаттарасси. Чăваш Республикинче çавна май информаци тата вĕрентÿ мероприятийĕсене йĕркелеме палăртнă. Çак кунсенче хĕрарăмсен консультацийĕсенче уçă алăксен кунĕсем иртĕç, унта юристсем, психологсем, социаллă ĕçченсем хырăм пăрахнипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатĕç.

Акци йĕркелÿçисем «шăплăх эрни» хĕрарăмсене йăнăш утăм тăвасран асăрхаттарасса, ультрасасă тĕпчевĕ пулăшнипе варти ачан чĕре таппине итлени вĕсен шухăшне улăштарма пулăшасса шанаççĕ.

ЧР Сывлăх сыхлав министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 6700 ача çуралнă, хырăм пăрахакансен шучĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 500 çын сахалрах пулнă.

 

Валентина БАГАДЕРОВА. fit4brain.com сайтри сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментировать