Ырă туни – телей

27 Фев, 2018

Паян Социаллă волонтерсен шкулĕнче Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çак мероприяти ЧР Ĕçлев министерствин Ачасен реабилитаци центрĕнче иртрĕ.

Центрта реабилитаци тухакан ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне тата социаллă волонтерсене ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Лариса Арсентьева паллă пулăмпа саламларĕ. Вăл Чăваш Енре волонтерсемпе ырă тăвакансен йышĕнче 50 пине яхăн çын пулнине пĕлтерчĕ. «Ыттисене ырă туни — телей», — терĕ. Центра тата унта çÿрекен ачасене тăтăшах пулăшакан спонсорсене министрăн Тав çырăвне парса чысларĕ.

Ачасен реабилитаци центрĕн директорĕ Елена Шафейкина учрежденипе тахçантанпах çыхăну тытакан волонтерсене — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профкомĕн, «Росинка» педагогика отрячĕн, Шупашкарти 19-мĕш шкулăн хастарĕсене — тав турĕ. Ку ĕçе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн «Ырăлăх корпорацийĕ» волонтерсен организацийĕ те хутшăнма пуçланине пĕлтерчĕ. Республикăри социаллă пулăшу кирлĕ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне пулăшассипе çыхăннă проектпа килĕшÿллĕн центрта Социаллă волонтерсен шкулне йĕркеленине пĕлтерчĕ.

Мероприятире социаллă волонтерсем сусăр ачасене концертпа савăнтарчĕç, вĕсем валли ăсталăх класĕсем ирттерчĕç.

 

Рубрика: 

Комментировать