Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ çывхарать

11 Мар, 2018

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ака уйăхĕн 12-22-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ иртĕ.

Уява пухăннисем пĕрремĕш кун «Петипа-гала» концерт программипе паллашĕç. Ăна тĕнчипе паллă Мариус Петипа балетмейстера халалланă. Акан 14-мĕшĕнче сцена çине иртнĕ çулхи премьера — А. Аданăн «Жизель» балечĕ — тухĕ. Тĕп партисенче Мускаври Пысăк театр çăлтăрĕсем ташлĕç. Ун хыççăн куракансене Пермь хулин артисчĕсем савăнтарĕç. Евгений Панфилов театрĕ хăй вăхăтĕнче Шупашкарта пулнăччĕ. Хальхинче хăнасем С. Прокофьевăн «Ромеопа Джульеттине» илсе килме тĕв тытнă. Акан 20-мĕшĕнче Мускаври Н. Касаткинăпа В. Васильевăн Классика балечĕн театрĕ икĕ ĕçпе — «Весна священная» тата «Жар-птица» — тĕлĕнтерĕ. Фестиваль акан 22-мĕшĕнче яланхи йăлапа Гала-концертпа хупăнĕ. 

Рубрика: 

Комментировать