Шупашкарта бухгалтерсем пĕчĕк шалу илеççĕ
10 Янв, 2018 | День за днем | шалу

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, бухгалтерсем пĕчĕк шалу илеççĕ. Вĕсене уйăхсерен 20-шер пин тенкĕ çеç тÿлеççĕ иккен. Çапла пĕтĕмлетнĕ рунетри ĕçсемпе вакансисен HeadHunter сайчĕн тишкерÿçисем. 

Асăннă портал специалисчĕсем иртнĕ çулта хăш професси çыннисем мĕн чухлĕ ĕçлесе илнине хăйсен сайтне вырнаçтарнă вакансисемшĕн мĕн чухлĕ шалу шантарни тăрăх тишкернĕ.

Пуçлăх таврашĕ яланхиллех пысăк укçа ĕçлесе илнипе уйрăлса тăнă. Вĕсен кĕсйине уйăхсерен вăтамран 60-шар пин тенкĕ кĕрсе пынă. Тилхепене тытма пурне пÿрменнине кура чĕр тавар туса илни те пайталлине палăртмалла: ку отрасльти специалистсем вăтамран 47,8 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Укçаллисен йышĕнче çавăн пекех - куҫман пурлӑх енĕпе тата строительствăра тăрăшакансем. Вĕсене 33,2 пин тенкӗ тÿленĕ. 

IТ-технологире, автобизнесра, медицинăра тата производствӑра тимлекенсен шалӑвӗ пĕлтĕр 30 пин тенкӗрен иртнĕ; банкра, искусствӑра, масс-медиӑра, маркетингпа спортра, транспорт отраслĕнче 25 пин тенке ларнă; патшалӑх структуринче - 23 пин тенке.

Вера ТИТОВА.

Комментировать