Янăш енче сĕт хакĕ пĕр кунта 4 тенкĕ йÿнелнĕ

26 Дек, 2017

Паян "Хыпар" издательство çуртне Шупашкар районĕнчи Янăш ял тăрăхĕнчен унта сĕт хакĕ калама çук йÿнелсе кайни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕç. "Ĕнер кăна пĕр литрне 20 тенкĕпе пухатчĕç, паянтан хак 16 тенке çитсе ларнă, - пăлханса калаçрĕç вăл енчисем. - Кун пекех пулсан ĕне шутне чакарма тивет".

"Хыпар" хаçат журналисчĕ Юрий Михайлов иртнĕ шăматкун Правительство çуртĕнче Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов уйрăм хуçалăхĕсенче туса илекен сĕтĕн сутлăх хакĕ пирки канашлу ирттернине пĕлтернĕччĕ-ха. Унта раштавăн 22-мĕшĕ тĕлне кашни литр сĕтшĕн вăтамран 18 тенкĕ те 90 пус тÿленине каланă. Иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен хак 3 тенкĕ йÿнелнĕ. 

Сĕт-çу тирпейлекен заводсем 1-мĕш сортлă сивĕтнĕ сĕтĕн кашни литрне çулталăк каяллахинчен 14,7% йÿнĕрех хакпа туянаççĕ иккен. Чăваш Енĕн ялхуçалăх министрĕ шăматкунхи канашлура Раççее чикĕ леш енчен типĕтнĕ сĕт 15 процент, услам çу 22 процент нумайрах кÿрсе килнипе сăлтавланă. Типĕтнĕ сĕтĕн курттăммăн сутмалли хакĕ те йÿнелнĕ. Типĕтнĕ сĕтпе услам çăвăн интервенцине кăçал ирттерменни те кунта витĕм кÿнĕ. 

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев халăхран продукци пухакансене сĕтĕн сутлăх хакне çитес çул пĕр шайра тытса тăма чĕнсе каланă. Сĕте халăхран малашне мĕн хакпа пуçтарассине вăхăт çеç кăтартса парĕ... 

Комментировать