Парламент пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕ

27 Окт, 2017

Ĕнер Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 13-мĕш сессийĕ ĕçлерĕ. Депутатсем 13 ыйту пăхса тухрĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухма пуçличчен ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе виççĕмĕш тата хыççăнхи ача çуралнă çемьесене федераци бюджетĕнчен уйăхсерен пособи парса тăрасси çинчен аса илтерчĕ. Парламентарисем, Валерий Филимонов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра республика бюджечĕпе ĕçлеççĕ. Комитетсем саккун проектне пăхса тухнă. Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче уçă итлев иртмелле. «Саккун проектне иккĕмĕш вулав валли хатĕрленĕ чухне документа отрасль министрĕсемпе пĕрле пăхса тухăр», — комитетсене сĕнсе хăварчĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа депутатсем алкоголь продукцийĕн çаврăнăшне тĕрĕслесе тăрассипе çыхăннă саккуна улшăнусем кĕртессине çирĕплетрĕç.

Парламентарисем 2018 çулта пенсионерсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе 7953 тенкĕ пулассине çирĕплетрĕç. 

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтăва вăрах сÿтсе явмасăр йышăнчĕç. Çавăн пекех депутатсем Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 1-мĕш тата 5-мĕш, Çĕмĕрле хулинчи 2-мĕш суд участокĕсен миравай судйисене çирĕплетрĕç. 

Кун йĕркине кĕртнĕ 13-мĕш ыйтупа сăмах илнĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ — Патшалăх строительствин, вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн тата депутат этикин комитечĕн председателĕ Александр Федотов «шухăшпа 12-мĕш лару патне таврăнма» ыйтрĕ. Ахальтен мар. «Ун чухне Игорь Моляков депутат килĕшÿсĕр сăмахсемпе калаçрĕ, çапла майпа чылайăшне кÿрентерчĕ. Комитет ларăвĕнче çак пăтăрмаха пăхса тухнă хыççăн депутата явап тыттарма йышăнтăмăр», — депутат этикине пăсакансене айăплавсăр хăварма çуккине палăртса каларĕ Александр Федотов. Айăплав мерисен шутĕнче вăл Игорь Молякова асăрхаттарассине тата çитес ларура сăмах калама чарассине палăртрĕ.

Пĕрремĕш айăплавпа чылайăшĕ килĕшрĕ пулин те иккĕмĕш айăплав тĕлĕшпе тĕрлĕ шухăш палăрчĕ. Тухса калаçакансем депутат этикине пăсма юраманнине палăртрĕç. Юлашкинчен Игорь Моляков сăмах илчĕ. Вăл иртнĕ ларура киревсĕр хăтланнăшăн, кÿрентернĕшĕн каçару ыйтрĕ. Çак сăмахсем депутатсен кăмăлне çемçетрĕç пулас: Игорь Молякова 14-мĕш сессире сăмах калама чарас мар тесе йышăнчĕç.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать