Тархасшăн: «Самант», 4 №, ака!

30 Апр, 2014

«Самант» журналăн евĕрлĕхĕ - тусĕсене тем тĕрлĕ информаципе тивĕçтерни. Бронза тапхăрĕнчи хулашсенчен тытăнса тĕнче уçлăхĕнче пулса курнă шкул ялавĕ таранах ытамлать ака уйăхĕн кăларăмĕ. Вулакансем номерте çамрăк хастарсемпе паллашĕç, çуркунне çуначĕсем çине ларса курĕç, ÿркенменнисем вара юмăçа та кайса килĕç. Камсем мĕнле те, хăшĕ-пĕри вара чун юратнă Чăваш Енĕн чи хитре тавралăхне, чăваш тĕнчин кăвапине тупнă. «Чуна уçнă самантра» çак чăваш çăтмахĕ хăш районта та хăш ял таврашĕнче вырнаçнине пĕлĕр.

Вуламалли те, шутламалли те пур çĕнĕ номерте. Тусăмăрсем журнала алран ямасăр, пĕр чарăнми вуласа тухасса шанатпăр.

PDF-верси кунта

 

 

Рубрика: 
Теги: