Пĕтĕм чăваш диктатне хутшăнар-и?
2023 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртет.
Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паракан ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртет.
Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.
Диктант çырма 2023 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 13.00 сехетре палăртнă.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать:
Пĕрремĕш мел: Пурăнакан е ĕçлекен вырăнта, радио е Интернет пур кирек хăш вырăнта та çырма пулать. Диктант текстне 13.00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) тӳрĕ эфирта итлеме пулать:
1) Чăваш наци радиовĕн 105,0 Fm (Чăваш Республикинче) 95,9 Fm (Шупашкар хулинче) тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче;
2) «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче;
3) Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тӳрĕ эфир» / Прямой эфир» каçăпа кĕрсе;
4) Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайтĕнче (аудио);
5) Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн социаллă тетелĕсен страницисенче.
Диктанта диктор вуланă май алăпа çырмалла е копьютерпа Word форматра наборламалла.
Диктант бланкне https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/21/2023-ulhi-ptm-chvash-diktanch-akc... сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса, фотоаппаратпа е телефонпа ӳкерсе илсе 15-20 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/6405d7e15056908a1aeb56a6/.
Ярса панă текстсене «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцин йĕркелӳ комитечĕ çирĕплетнĕ экспертсен ушкăнĕ тĕрĕслет.
Иккĕмĕш мел: ятарласа хатĕрленĕ аудиторисенче халăхпа пĕрле пухăнса çырма пулать. Çак мелпе çырас кăмăллисем валли муниципалитетсене хатĕрлев ĕçĕ ирттерме ыйтатпăр:
1) культура е вĕренӳ организацийĕсенче ятарлă вырăн хатĕрлеме;
2) диктант текстне вулакана палăртма (вĕрентекен, артист т.ыт.те;вуланă текст аудиофайлне 2023 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче ярса параççĕ) е радиопа, Интернетпа итлесе çырма майсем туса пама;
3) шкул ачисене, çамрăксене, педагогсене, акципе кăсăкланакан пĕтĕм халăха хутшăнма майсем туса пама;
4) кашни аудиторире çырнă ĕçсене пухмалла, пухнă текстсене тĕрĕслеме вырăнта экспертсен ушкăнне йĕркелемелле, муниципалитетсен вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене пухса илмелле;
5) «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци пĕтĕмлетĕвĕсене (миçе çын хутшăннă, миçе çын «5», «4», «3», «2» илнĕ; «5» илнисен списокĕ; çырнă ĕçсене тĕрĕслекен экспертсен списокĕ) 2023 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнчех Чăваш Республикин вĕренӳ институтне çак формăпа ярса памалла: https://forms.yandex.ru/u/6405d7e15056908a1aeb56a6/ .
Кĕрет мелпе (очно) диктант çырмалли вырăнсем:
1) Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче (Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5 çурт, акт залĕ, 301-мĕш ауд.);
2) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче (Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 19 а çурт, 201-мĕш ауд.);
3) И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче (Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, 1-мĕш корпус, II-02-мĕш ауд.);
4) Чăваш наци библиотекинче (Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15 çурт «Чăваш кĕнеки» центр, 201-мĕш ауд.);
5) Пурăнакан е ĕçлекен вырăнсенчи вĕренÿ тата культура организацийĕсем.
Кĕрет мелпе диктант çырма кăмăл тунисен chuvashdictant@yandex.ru адреспа заявка ярса памалла, çакă диктант çырмалли аудиторисенчи вырăн шутне, бланксене, текст вулакансен йышне палăртма кирлĕ.
Заявка форми:
• Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ е вăрттăн ят
• Пароль (10 сас паллинчен иртмелле мар)
• Миçе çулта?
• Ăçта çырасшăн (Шупашкарта-и (хăш пунктра) е пурăнакан вырăнта-и?
Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче занятисем (консультацисем) ирттереççĕ:
• ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 14 сехетре (кĕрет мелпе),
• ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 14 сехетре (инçет мелпе). Консультацие хутшăнмалли ссылкăна вĕренӳ институчĕн сайтне вырнаçтараççĕ.
Комментировать