Паян Чăваш Енре "Симĕс Раççей" акци пуçланнă

2 Сен, 2017

Паян Чăваш Ен "Симĕс Раççей" пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнать. Республикăри министерство-ведомствăсенче ĕçлекенсем те, район-хулара пурăнакансем те тавралăха тирпейлеме пĕр шухăшлăн пулса тухнă

Шупашкарти пĕр ушкăн Гузовский вăрманне тирпейленĕ. Экологи акцине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев старт панă. Тавралăха тирпейлеме тухнисене республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов тата "Симĕс Раççей" çĕршыври юхăмăн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Наталия Ванеева саламланă.

Чăваш Енĕн Юстици министерствинче ĕçлекенсем (сăн ÿкерчĕкре), сăмахран, акци вăхăта усăллă ирттерме май панине палăртнă.

Аса илтерер: "Симĕс Раççей" пирĕн çĕршывра кăçалхипе пилĕкмĕш хут иртет. Вăл çак уйăхăн вĕçĕччен пырĕ. 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать