Нăрваш Шăхалĕнче маунтинбайкпа Раççейри ăмăрту иртет

Паян Чăваш Ен Физкультурник кунне паллă тăвĕ. Çак кун Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялне маунтинбайка юратакансем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен пуçтарăнаççĕ. Вĕсем «кросс-кантри» енпе тĕнчен икĕ хут чемпионкин, XXVIII çуллахи Олимп вăййин бронза çĕнтерÿçин, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн Ирина Калентьевăн парнисемшĕн ăмăртĕç.

Ăмăрту 11 сехетре уçăлмалла. Çĕнтерÿçĕсене арçынсемпе хĕрарăмсене çула кура ултă ушкăна пайласа палăртĕç. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи 200 спортсмен ăмăртăва тухасса шанаççĕ.

  • Çурла уйăхĕн 16-20-мĕшĕсенче Шупашкарта маунтинбайк дисциплинипе Раççейĕн чемпиначĕпе первенстви иртмелле.

www.hypar.ru

ЧР Спорт министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментировать